Çӗнӗ хыпарсем

Кăçал патшалăх программи пулăшнипе 27 СВО ветеранӗ ӗç тупнă

Çулталăк пуçланнӑранпа ятарлă çар операцийӗнчен таврăннă 27 тутарстан çынни «Содействие занятости населения Республики Татарстан» патшалӑх программи шайӗнче çӗнӗ профессие вӗреннӗ. Вӗсенчен 12-шне «Работа в России» кадр центрӗ ӗçе вырнаçма пулăшнӑ, пӗри уйрăм предприниматель пек, тӑватӑшӗ харпăр хăйне ӗçпе тивӗçтерекен пек регистрациленнӗ. Кун пирки кадр центрӗн пресс-служби пӗлтерет.

Содействие занятости населения Республики Татарстан» государственная  программа помогает найти работу
«Содействие занятости населения Республики Татарстан» патшалӑх программи ӗç тупма пулăшать. 

«Пӗлтӗр çак тапхӑрта тӑватӑ СВО ветеранӗ вӗренӳ иртрӗ. Çак кӑтарту «Работа в России» кадр центрӗн карьера консультанчӗсен хастар ӗçленипе самай ӳснӗ. Вӗсем ятарлӑ çар операцийӗн ветеранӗсене вакансисен ярмӑрккисене явӑçтараççӗ, социаллӑ сетьсенче патшалӑх пулӑшӑвӗн мерисем çинчен каласа параççӗ», – палăртнă  пресс-службӑра.

Патшалӑх программи шайӗнче СВО ветеранӗсем хуралçӑсене, погрузчик водителӗсене,  хӑшӗ-пӗри  «В»  категорирен «С» категорие вӗреннӗ.

«Карьера консультанчӗсем СВО ветеранӗсене  профориентаци ирттереççӗ, ӗç шырамалли уйрӑм план тӑваççӗ, резюме хатӗрлесе ӑна «Работа России» сайтра вырнаçтараççӗ. Специалистсем ятарлӑ çар операцине хутшӑнакансене пур тапхӑрта та пулăшса пыраççӗ: вакансисем суйлассинчен пуçласа çӗнӗ вырӑнта адаптаци иртесси таран», – пӗлтернӗ «Работа в России» кадр центрӗн Тутарстанри уйрăмӗн ертӳçи Тимур Муллин.

«Содействие занятости населения Республики Татарстан» патшалӑх программи 2013 çултанпа ӗçлет. Унӑн тӗллевӗ – 2028 çул тӗлне халӑха ӗçпе тивӗçтерес шайа  60 процентран аяларах анасран сыхласси.


трудоустройство Работа в России Меры поддержки участников СВО кадровый центр

Нет комментариев