Леднев ячӗллӗ Вӗрентӳ тытăмӗпе меслечӗсен институчӗн ертӳçи, РФ Çутӗç министерствин эксперчӗ Максим Костенко «РИА Новости» агентствӑна пӗлтернӗ тăрăх, шкул ачисене килти ӗçсене пурнӑçлама вӑхӑт нормативӗсем палăртнă – 1,5 сехетрен пуçласа 3,5 сехет таран тесе пӗлтернӗ.

Нормативсене Роспотребнадзорпа пӗрле çирӗплетнӗ. Вӗсене ачасен психофизиологи уйрӑмлӑхӗсене шута илсе дифференциленӗ: 2-3-мӗш классенче вӗренекенсен килти ӗçе 1,5 сехетрен ытла мар, 4-5-мӗш классенчисен – икӗ сехет таран, 6 – 8-мӗш классен – 2,5 сехет таран, 9-11-мӗш классенче вӗренекенсен 3,5 сехетрен ытла мар пурнăçламалла.
«Палăртас килет, 3,5 сехет тени вăл кашни кун çакăн чухлӗ вăхăт хушши ларса тума килти ӗç памалла тенине пӗлтермест, ку – чикӗ», – тенӗ Максим Костенко.
В.Александрова сăнӳкерчӗкӗ.
Нет комментариев