Анат Кама хулинчи «Нижнекамскшина» предприяти çулсерен заводра ӗçлекен çамрăк специалистсен хушшинче профессиллӗ ăсталăх конкурсӗ ирттерет. Кăçал та çак уйăхра ирттернӗ ăмăртăва. Августăн 12-мӗшӗнче çӗнтерӳçӗсем кам пулнине сумлă жюри палăртнă. Вулканизаторсен хушшинче теорипе те, практикăпа та чи-чи нумай балл пухса чăваш каччи, Аксу районӗнчи Саврăшпуçӗнче çуралса ӳснӗ Яков Максимов çӗнтернӗ кăçал. Пӗл пирӗннисене!
Яков кунта виçӗ çул кăна ӗçлет пулин те, коллективра вăл сум çӗнсе илме ӗлкӗрнӗ. Ăна предприятире лайăх специалист пулнăшăн, производство задачисене эффективлă пурнăçланăшăн питӗ хаклаççӗ. Саврăшпуç каччин ку çӗнтерӗвӗ ăнсăртран пулман. Пӗлтӗр те çак конкурса хутшăннăскер – çулталăк хушши пӗтӗм вăй-халне парса ăсталăхне туптанă вăл. 2025 çулта Яков 3-мӗш вырăн йышăннă пулнă. Сăмах май, пӗлтӗр 1-мӗш вырăна унăн пиччӗшӗ, çак предприятире ӗçлекен Лев Максимов тивӗçнӗ пулнă. Яков та пиччӗшӗ пекех ăста пулас тесе тăрăшса ӗçленӗ. Тăрăшни сая кайман – кăçал пьедесталăн çӳллӗ картлашки çинче шăпах вăл тăма тивӗç пулнă.
Вӗреннӗ вăхăтрах Яков Максимов куçăн мар майпа аслă пӗлӳ те илет – Хусанти наци тӗпчев технологи университетӗнче вӗренет. Кăçал пултаруллă каччă Тутарстан Республикин Электронлă Хисеп хăми çине те лекме пултарнă.
«Вăл ыттисенчен мобильлӗрех пулнипе, хăвăрт ӗçленипе уйрăлса тăрать, улшăнса тăракан производство лару-тăрăвӗнче çак пахалăхсем ăна ӗçре браксăр ӗçлеме май параççӗ», – тесе çырнă республикăн Электронлă Хисеп хăми çинче çамрăк специалист пирки.
Якова малашне те ӗçре пысăк çитӗнӳсем тума ăнăçу сунатпăр. Маттур!
Я.Максимовăн харпăр архивӗнчи сăнӳкерчӗк.
Нет комментариев