Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çĕпрел (Дрожжановский)

Ачасем экологи çулçӳревне кайнă

Раççейри Экологи çулӗ пулнă май Çӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Упири Петр Дементьев ячӗллӗ музейре «Теплый дом» приютăн вӗренекенӗсемпе «Эта Земля - твоя и моя» станци тăрăх экологилле вăйă-çулçӳрев иртнӗ. Вăйăн тӗллевӗ: çут çанталăка упрама вӗрентни, экологипе çыхăннă пӗлӳсене тӗпчени, экологиллӗ шухăшлав çуратни пулнă. Вăйă пуçламăшӗнче вӗренекенсем «Çӗр» тата «Салтак тӳми» ушкăнсене...

Раççейри Экологи çулӗ пулнă май Çӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Упири Петр Дементьев ячӗллӗ музейре «Теплый дом» приютăн вӗренекенӗсемпе «Эта Земля - твоя и моя» станци тăрăх экологилле вăйă-çулçӳрев иртнӗ.

Вăйăн тӗллевӗ: çут çанталăка упрама вӗрентни, экологипе çыхăннă пӗлӳсене тӗпчени, экологиллӗ шухăшлав çуратни пулнă. Вăйă пуçламăшӗнче вӗренекенсем «Çӗр» тата «Салтак тӳми» ушкăнсене пайланнă. Марштрут хучӗсене илсе вăййа пуçланă. Икӗ ушкăн та тăрăшса вăй хунă. Пурӗ ачасем ултă станци тăрăх («Визитная карточка», «Логическая цепочка», «Эрудит», «Лесные загадки», «5 секунд на размышление», «Ребусная») çӳренӗ. Вӗсен хушшинче туслăх çӗнтернӗ.

Вăйăсăр пуçне, ачасемпе библиотекарь И. Павлова çут çанталăка мӗншӗн упрамалли çинчен калаçу ирттернӗ. Мероприяти музей тăрăх экскурси иртнипе вӗçленнӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев