«Çăлкуçсем» каллех малта
Иртнӗ эрнере Хусанта республикăри ачасен халăх пултарулăхӗн фестивалӗн «Без бергэ» («Эпир пĕрле») пӗтӗмлӗтӳ гала-концерчӗ иртнӗ. Фестивалӗн çӗнтерекенӗсем хушшинче Çӗпрел районӗнчи Упи ялӗнчи П.В.Дементьев ячӗллӗ шкулри вӗренекенсем те пур. Атăлçи патшалăх физкультура, спорт тата туризм академинче тӗрлӗ районсенчи ачасем хăйсенни пултарулăхне кăтартса панă. Интереслӗ номерсем, хитре ташăсем, çепӗç юрăсем куракансен асӗнче...
Иртнӗ эрнере Хусанта республикăри ачасен халăх пултарулăхӗн фестивалӗн «Без бергэ» («Эпир пĕрле») пӗтӗмлӗтӳ гала-концерчӗ иртнӗ. Фестивалӗн çӗнтерекенӗсем хушшинче Çӗпрел районӗнчи Упи ялӗнчи П.В.Дементьев ячӗллӗ шкулри вӗренекенсем те пур. Атăлçи патшалăх физкультура, спорт тата туризм академинче тӗрлӗ районсенчи ачасем хăйсенни пултарулăхне кăтартса панă. Интереслӗ номерсем, хитре ташăсем, çепӗç юрăсем куракансен асӗнче нумайлăха юлӗç.
Гала-концерт хыççăн чыслав церемонийӗ иртнӗ. Лауреатсем хушшинче пирӗн ентешсем пулни те кăмăллă. Республикăри фестивалӗн «Без бергэ» «Народный ансамбль» номинацинче чăваш ушкăнӗ «Çăлкуç» III степенлӗ диплома тивӗçнӗ. Ушкăнăн ертӳçи Людмила Сердцева.
Аса илтеретпӗр, «Эпир пӗрле» фестивалӗн тӗллевӗ - ачасен пултарулăхне аталантарасси. Çавна кура вăл тӗрлӗ тапхăрсемпе иртнӗ. Тӗслӗхрен, муниципаллă тапхăрӗнче (март уйăхӗнче) 20 пин ытла ача хутшăннă. Зона тапхăрӗсем (апрель уйăхӗнче) республикăри Хусан, Çырчалли, Анат Кама, Пăва, Чистай, Элмет, Азнакай, Кукмор хулисенче иртнӗ. Унта пурӗ 8,5 пин ача хутшăнма тивӗçнӗ. Пӗтӗмлетӳ тапхăрӗнче вара (май уйăхӗнче) 39 муниципаллă районри 125 пултарулăх ушкăнӗ тупăшнă.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев