Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Пăва (Буинский)

Альших, Тинкеш, Кипекасси – Рункăра хăнара

Пăва чăвашӗсем те çуллахи Микуларан вăййа пуçлаççӗ. Кăçал йăлана районта чи малтан рункăсемпе кипеккассисем пуçларӗç

Çуллахи Микулара Рунка ял кунне паллă тăвать. Хăнăхнă йăлапа вӗсем кăçал та вăййа тухрӗç. Вăйă картине хăйсем кăна мар, альшихсем, тинкешсем тата кипеккассисем те тăчӗç. Çак ялсенчи фольклор ушкăнӗсем уява ятарласах килнӗ иккен. Мӗн тесен те, пӗр ял хутлăхне кӗреççӗ-çке. Çапла Рунка çийӗн çав кун темӗнччен вырăнти артистсен сасси янăрарӗ. Кашни ансамбль концертра юрласа-ташласа пултарулăхне кăтартрӗ. Юлашкинчен вара ӗлӗк çуллахи Микуларан каçхи вăйăсем пуçланнине асра тытса пурте пӗрле вăйă картине тăрса юрларӗç.

Çурхи уява рункăсем кăна мар, кипеккассисем те çав кун пуçланă иккен. Хăйсем пӗлтернӗ тăрăх, фольклор ушкăнӗ Рункăран таврăнсан йăлана тăван ялӗнче те ирттерес тенӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чуваши Татарстана