Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Пăва (Буинский)

Çумăр çумасан йăлана аса илнӗ

Çумăр нумай çумасăр тăрсан агрофирма ертӳçисем ял карчăкӗсене «Тăхăрьял масарӗ» текен вырăна илсе кайса кӗлӗ вулаттарнине шута илмесен...

Тăхăрьялăн паллă тӗпчевçи Григорий Тимофеев çырса хăварнă тăрăх, Пăва уесӗнчи Кивӗ Мертлӗпе Элшел хушшинчи такана евӗрлӗ лаплă кӳлӗ хӗрринче 12 хурăн ӳснӗ. Тăхăрьял çӗрӗ пӗрле пулнă чухне çав хурăнсем çывăхӗнче Пăрăнтăк, Мертлӗ, Элшел, Раккасси, Таккавар, Киштек, Çӗнӗ Мертлӗ, Хирти Кушкă, Пимӗрсел, Пӳркел халăхӗ пухăнса Учук ирттернӗ. Учук тума çав кӳлӗ хӗрринче 9 вăкăр илсе килсе пуснă. Вӗсене кӳлӗ хӗрринчи утта сутса сутăн илнӗ, çитмен укçине халăхран пуçтарнă...

Хальхи вăхăтра çак йăлана тăхăрьялсем манса пыраççӗ пулмалла, пайтахранпа ирттернине илтмен. Çумăр нумай çумасăр тăрсан агрофирма ертӳçисем ял карчăкӗсене «Тăхăрьял масарӗ» текен вырăна илсе кайса кӗлӗ вулаттарнине шута илмесен, çук теме те пулать-тӗр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чуваши Татарстана