«Сувар» кубокӗшӗн турнир!
Чи пултаруллă та правур команда «Сувар» хаçат кубокне тивӗçет. Турнир кăçал июнӗн 1-мӗшӗнче Пăвара пулать. Кӳршӗллӗ район командисем, ан юлăр!
Июнӗн 1-мӗшӗнче Ачасене хӳтӗлеми куна халалласа 10:00 сехетре 5-6 класри ачасем хушшинче Пăвари тӗп стадионра «Сувар» хаçат Кубокӗшӗн футбол турнирӗ пуçланать. Унта Пăва,Теччӗ, Çӗпрел районӗсенчи шкул командисене хутшăнма чӗнеççӗ.
Турнир 8х8 схемăпа иртет: 1 вратарь, 7 вылякан, 4 улăштаракан. Заявкăсене парас ыйтупа 89050222433 телефонпа çыхăнмалла. Ăмăртăва йӗркелеме Пăвари ЧНКЦ, Хусанти Пăва ентешлӗхӗ пулăшаççӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев