Тутар шкулӗнче чăвашсемпе ирттерекен вӗрентӳ çак тӗрлӗ вичӗкӗн, пурин чӗри патне çитмелле иртессе кӗтменччӗ
Январӗн 27-мӗшӗнче Пăва районӗнчи Лащăпуç шкулӗнче пур пӳлӗмсемпе классенче те чăваш чӗлхи янăрарӗ. Тӗлӗнсех каймалла: вырăсӗ те, тутарӗ те чăвашла хăйсен чӗлхи пекех шăкăлтаттарать. Çавăнпах пулӗ ӗнтӗ, тахăшӗ «Ку - туслăх çурчӗ» тесе хаклама ӗлкӗрчӗ. Унччен те пулмарӗ Лариса Анатольевна Андреева, çак коллективра пайтах çул тăрăшаканскер, улттăмӗшӗсемпе уçă урок пуçларӗ....
Январӗн 27-мӗшӗнче Пăва районӗнчи Лащăпуç шкулӗнче пур пӳлӗмсемпе классенче те чăваш чӗлхи янăрарӗ. Тӗлӗнсех каймалла: вырăсӗ те, тутарӗ те чăвашла хăйсен чӗлхи пекех шăкăлтаттарать. Çавăнпах пулӗ ӗнтӗ, тахăшӗ «Ку - туслăх çурчӗ» тесе хаклама ӗлкӗрчӗ. Унччен те пулмарӗ Лариса Анатольевна Андреева, çак коллективра пайтах çул тăрăшаканскер, улттăмӗшӗсемпе уçă урок пуçларӗ. Эпӗ, тутар шкулӗнче чăвашсемпе ирттерекен вӗрентӳ çак тӗрлӗ вичӗкӗн, пурин чӗри патне çитмелле иртессе кӗтменскер, хам çав клас ачи пулса тăнине те сисмерӗм. Урок Митта Ваçлейӗн «И мӗн пуян...» сăвви, Ольга Туркайăн «Юлташпа _ вăйсăрри те вăйлă», Рустам Мингалим çырнă «Туслăх çирӗп пулсан» хайлавӗсем тăрăх шыв пек юхса, шăнкăртатса, чуна килентерсе пынăран хам ăçта иккенне мансах кайрăм пулас. Пӗрре ăста та пуçаруллă учитель сăмахне асра тытма, çавăнтах унпа пӗрле хутшăнса, вăл хускатакан пулăмсене пӗр е тепӗр вӗренекен çирӗплетсе е малалла аталантарса пынине хăлхана чикме тăрăшатăп. Пӗри те, тепри те интереслӗ, кăмăллă пулнăран, вӗсен ытарлă сăмахӗсемпе танлаштарăвӗсене хут çине çырса хума та ӗлкӗрейместӗп. Ара, пӗр вăхăтрах доска çине виçӗ чӗлхепе таранчченех тӗрлӗ танлаштарусем, асăрахаттарусем, ăнлантарнисем тухса тăраççӗ те... Ачасем хăйсем учителе çур сăмахранах тенӗ пек ăнланни, унпа пӗрле темăна тӗпчеме кӗрсе кайни, тепӗр чух тавлашу пеккине те (хăйӗн шăхăшне калама тăрăшни) тухни ырă çемьери ăшă калаçăва аса илтерет. Пурте пӗрле ӗçлет, ыйтусене пӗрле татса пама тăрăшать. Тӗрлӗ тӗслӗхсемпе «Туслăх - вăй, пурнăçри тата вӗренӳри çăмăллăх» çинчен пӗтӗмлетӳ тума ӗлкӗрчӗç кăна урок вӗçлени çинчен пӗлтерсе шăнкăрав янăрарӗ (маншăн вăл пилӗк-вунă минут пек çеç туйăнчӗ). Çакăн пек, кашни сехет уяв евӗрлӗ иртни таврари тăватă ялти чăваш ачисене Лащăпуç шкулне магнит пек туртать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев