Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Пăва (Буинский)

«Уява» чысларӗç

Мартăн 30-мĕшĕнче Пăва хулин Культура керменĕнче районти «Уяв» чăваш ансамблӗн пултарулăх каçĕ пулчĕ. Халăха пилӗк çул юрă-ташăпа савăнтаракан ушкăна ТР Культура министерстви «халăх ансамблӗ» ят парса чысларĕ. Уява Кивӗ Мертлӗ ял клубĕ çумӗнчи «Илем» ача-пăча ушкăнӗ (ертÿçи Н.Ракова) илем кӳчӗ. Пĕчĕк артистсен юрри-ташши кăмăла кайнипе куракансем вӗсене сцена çине тепĕр...

Мартăн 30-мĕшĕнче Пăва хулин Культура керменĕнче районти «Уяв» чăваш ансамблӗн пултарулăх каçĕ пулчĕ. Халăха пилӗк çул юрă-ташăпа савăнтаракан ушкăна ТР Культура министерстви «халăх ансамблӗ» ят парса чысларĕ.

Уява Кивӗ Мертлӗ ял клубĕ çумӗнчи «Илем» ача-пăча ушкăнӗ (ертÿçи Н.Ракова) илем кӳчӗ. Пĕчĕк артистсен юрри-ташши кăмăла кайнипе куракансем вӗсене сцена çине тепĕр хут тухма ыйтса тăвăлăн алă çупрĕç. «Уяв» ушкăн йĕркеленнĕренпе çак кунсенче шăпах пилĕк çул çитрĕ.

Пăва районĕнчи Чăваш наципе культура центрӗн ертÿçи Владимир Анатольевич Ильин «Уяв» ушкăна хисеплĕ ята тивĕçнĕ ятпа хĕрÿллĕн саламларĕ. Пилĕк çулта ушкăн Шупашкар, Чĕмпĕр хулисенче иртекен Акатуйсене, Нурлатри Уява темиçе хут та хутшăнса халăха савăнтарчĕ. Чи пысăк çитӗнӗвӗ вара - 2014 çулта республикăри юрăçсен «Чăваш шăпчăкĕ» конкурсӗнче çĕнтерсе Гран-Прие тивĕçни. Паян районти пӗр мероприяти те «Уяв» ушкăнсăр иртмест. Ăна кӳршӗ районсенче те лайăх пӗлеççӗ, мӗншӗн тесен концертсемпе нумай тухса çӳреççӗ. Вӗсене курма яланах халăх йышлăн пухăнать. Мӗншӗн тесен юрри-ташши кăмăла çӗклесе чунтан савăнтарать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев