Юхма Мишши пăвасен фестивальне хакларӗ
Май уйăхӗн 30-мӗшӗнче Пăва районӗнчи Альших ялӗнче «Никрут юрри» фестивале Рункă, Кипеккасси, Мăкăрти «Хыркасси» ушкăн, Элшел тата Альших юрăçисем хутшăнчӗç.
Пăва районӗнчи чăваш центрӗн пуçарăвӗпе Альших ялӗнче май уйăхӗн 30-мӗшӗнче «Никрут юрри» район фестивалӗ иртрӗ. Унта Рункă, Кипеккасси, Мăкăрти «Хыркасси» ушкăн, Элшел тата Альших юрăçисем хутшăнчӗç. Вырăнти Культура çуртне пухăннă халăх куракансен хушшинче чăваш халăх писательне Юхма Мишшине курсан питӗ тӗлӗнчӗ. Тутарстанри çыравçăсемпе таврапӗлӳçӗсен ушкăнӗпе пӗрле вăл Альшихри шкулта тата библиотекăра пулчӗ, унтан «Никрут юррине» курса ларчӗ.
Пухăннисен умӗнче сăмах каланă чухне Юхма Мишши тӗлӗнмелле кулинари версине каласа пачӗ. Ӗлӗк, 25 çул хӗсметре тăнă чухне, салтака ăсатнă чухне никрут амăшӗ 2 шăрттан пӗçернӗ-мӗн. Пӗр шăрттанне салтака парса янă, теприне лайăх типӗтнӗ хыççăн арчара упранă. Унтан, 25 çултан салтак таврăнсан, çав шăрттана тăванӗсемпе пӗрле çинӗ имӗш.
Юхма Мишши Альшихри Культура çуртне хăйӗн сăввисен пуххине парнелерӗ. (Автор сăнӳкерчӗкӗ).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев