г. Казань
Арăмӗ упăшкине вăрçать: – Пăх-ха ав çав мăшăра. Арçынни хӗрне аллинчен тытать, чуптăвать, машинин алăкне уçса кӗртет. Мӗншӗн эсӗ ун пек тумастăн? – Ухмаха тухрăн-им? Вăл хӗре пӗрремӗш хут куратăп.
Пӗр турист фермер патне пырать те: – Хирӗр урлă каçма ирӗк парăр-ха, юлашки поезда ӗлкӗрейместӗп атту, – тет. – Каях ара, кай, ман вăкăр курчӗ-тӗк, маларахри поезда та ӗлкӗрен-ха.
Чипер Марине ӗçри юлташӗ патне шăнкăравлать: — Эп паян ӗçе килместӗп. — Мӗншӗн вара? — Упăшка 30 пин тенкӗ укçине çухатнă. — Вара? Сан мӗн ӗçӳ пур кунта? — Эпӗ çав укçа çинче ларатăп.
Пӗр кинеми: — Эпӗ хваттере вăрăсем ан кӗччӗр тесе хам ăçта та пулсан кайнă чух радиона хускатса хăваратăп. Тепӗр кинеми: — Эпӗ вара алăк çине: «Ваççа, çӗленсем клеткинчен тухса хваттер тăрăх шуса кайрӗç, пуçтарса ӗлкӗреймерӗм. Пуçтар тархасшăн», — тесе çырнă хут чиксе хăваратăп.
0