Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Кăштах кулăш

Машинапа пыракан Чипер Маринене ПАИ инспекторӗ чарать: – Чиперкке, çул-йӗр паллине курмастăр-им? Кунта пӗр еннелле кăна кайма юрать. – Ара, эпӗ икӗ еннелле каятăп-им-ха?

*  *  *

– И-и, пире урама тухсах ăсатса ан чăрман! – теççӗ Кукша Кӗркурие ун патӗнче самаях хăналаннă тăванӗсем.

– Эй, ара, тем мар ӗнтӗ, хăна ăсатни маншăн питӗ пысăк савăнăç! 

*  *  *

Вӗçкӗн Ваççа тухтăр патне пынă:

– Пулăшăр, тархасшăн, мана нимӗçле тӗлӗксем курăнаççӗ, – хăй мӗн нушапа килнине пӗлтерет хайхи. 

– Мӗн сӗнес-ха ӗнтӗ сире?.. Нимӗçле вӗренӗр...

Пӗр уйăх иртсен Ваççа каллех тухтăр патне пырать. Хальхинче савăнăçлă хăй.

– Ну, нимӗçле вӗрентӗр-и вара? – ыйтать тухтăр. 

– Çук, анчах та халь эпӗ куçаруçăпа çывăратăп, – савăнăç сăлтавне уçăмлатать арçын.

*  *  *

Чăнкă Мирун тусӗпе калаçать:

– Ывăлăма баян илсе патăм, музыка шкулӗнче вӗренӗ пуль тенӗччӗ... Кăлăхах, инструмент килте тусанланса ларать...

– Ман та çав историех: хунямана чăматан илсе патăм та...

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: анектоды