Кăштах кулăш
Пӗр турист фермер патне пырать те: – Хирӗр урлă каçма ирӗк парăр-ха, юлашки поезда ӗлкӗрейместӗп атту, – тет. – Каях ара, кай, ман вăкăр курчӗ-тӗк, маларахри поезда та ӗлкӗрен-ха.
* * *
Учительница урокра:
– Атьсем, йывăç тăрăх пăхса ăçта Çурçӗр, ăçта Кăнтăр пулнине мӗнле пӗлмелле?
– Мӗн пӗлмелли кунта, пальма – Кăнтăр, хыр – Çурçӗр, – çухалса каймасть Вовочка.
* * *
– Кулине, эс миçере?
– Вун çиччӗре.
– Пӗлтӗр те вун çиччӗре марччӗ-и-ха?
– Эп мӗн, пӗр çул пӗр тӗрлӗ, тепӗр çул тепӗр тӗрлӗ калаçма çăмăлттай хӗр мар пуль.
* * *
Хӗрӗ ашшӗне шăнкăравлать:
– Атте машинăн кустăрми шăтрӗ!
– Мӗн мана шăнкăравлатăн, упăшку пур вӗт сан.
– Телефонне тытмасть.
– Запаску пур-и?
– Вăл та телефонне тытмасть çав...
* * *
– Чунăм, чӗкӗнтӗр шӳрпи çине мӗн ятăн эс? – шăнкăравлать Вӗçкӗн Ваççа арăмне реанимацирен.
– Вăрттăн ингредиент вăл, чунăм...
– Кала часрах, мӗн ятăн, тухтăрсем çăлаймаççӗ мана атту!
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев