Кăштах кулăш
Пӗр кинеми: — Эпӗ хваттере вăрăсем ан кӗччӗр тесе хам ăçта та пулсан кайнă чух радиона хускатса хăваратăп. Тепӗр кинеми: — Эпӗ вара алăк çине: «Ваççа, çӗленсем клеткинчен тухса хваттер тăрăх шуса кайрӗç, пуçтарса ӗлкӗреймерӗм. Пуçтар тархасшăн», — тесе çырнă хут чиксе хăваратăп.
* * *
Асанне, 5 тенкӗ пар-ха, — тет Петюк.
— Мӗн тетӗн?
— 5 тенкӗ пар-ха тетӗп.
— Илтместӗп.
— 10 тенкӗ пар-ха, асанне.
— Эсӗ 5 тенкӗ ыйтрăн-çке...
* * *
Чунăм, эсӗ мана юрататăн-и? — тӗпчет Чипер Марине упăшкинчен.
— Ну... юрататăп.
— Эс тӳррӗн кала, «ну» темесӗр.
— Юрать. Юрататăп.
— «Юрать» темесӗр... «Сана пурнăçран ытларах юрататăп», — те.
— Эпӗ сана пурнăçран ытларах юрататăп!
— Суятăн!
— Çук, суймастăп. Сана качча илнӗренпе ку пурнăçа чăтма пултараймастăп эпӗ!
* * *
— Хӗвелӗм!
— Мӗн, чунăмçăм?
— Ылтăн пуллăм, ирхи апат хатӗрлеймӗн-и?
— Паллах, упа çурийӗм.
— Тавах, чӗкеçӗм.
— Нимех те мар, ăмăрткайăкăм.
— Эп сана юрататăп, чиперккеçӗм!
— Эпӗ те сана, мулкачăм!
— Итле-ха, эс те ман ята астумастăн-им?..
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев