Кăштах кулăш
Чипер Марине ӗçри юлташӗ патне шăнкăравлать: — Эп паян ӗçе килместӗп. — Мӗншӗн вара? — Упăшка 30 пин тенкӗ укçине çухатнă. — Вара? Сан мӗн ӗçӳ пур кунта? — Эпӗ çав укçа çинче ларатăп.
Каç. Яка Кулинепе упăшки сӗтел хушшинче лараççӗ. Упăшки арăмӗ çине тинкерсе, куç илмесӗр пăхать.
— Эсӗ мӗн ман çине куç илмесӗр пăхатăн? — ыйтать Кулине.
— Такки санпа ӗмӗре ирттерме тивет вӗт ӗнтӗ...
— Мӗн-мӗн?
— Лайăхраххине тупаймăн, япăхраххи тӗнчере те çук…
* * *
Вӗçкӗн Ваççа тухтăр патне пынă тет:
— Çывăрнă чух питӗ хытă харлаттаратăп, — тет хайхи, тухтăра мӗн нушапа килнине пӗлтерсе.
— Сире çакă кансӗрлет-и?
— Çук.
— Арăмăра кансӗрлет-и эсир харлаттарни?
— Ман арăм çук.
— Кӳршӗрсене чăрмантарать-и?
— Кӳршӗсем те çук ман.
— Вара мӗн канăç памасть-ха сире?
— Мана харлаттарнăшăн пилӗк хутчен ӗçрен кăларса ячӗç ӗнтӗ…
* * *
— Салам, Ваççа. Арăму сан çӗнӗ машинуна аварие лексе çӗмӗрнӗ тенине илтрӗм. Тӗрӗс-и?
— Тӗрӗс.
— Хăйне ним те пулман-и?
— Хальлӗхе çук-ха, ваннăйне кӗрсе питӗрӗнсе ларма ӗлкӗрчӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев