Кăштах кулăш
Вӗçкӗн Ваççапа Чăнкă Мирун калаçаççӗ. – Мирун, сулахай пулни сана чăрмантармасть-и? – Çук. Кашни çыннăн хăйне евӗрлӗхӗ пур та. Ваççа, акă куркари сахăра мӗнпе пăтрататăн эсӗ? – Сылтăм алăпа, хӗвеле май. – Вăт куран вӗт, йӗркеллӗ çынсем кашăкпа пăтратаççӗ...
* * *
Арăмӗпе упăшки уçăлса çӳреççӗ:
– Эс мӗн, хитре майрана курсан хăв авланнине манса кайнă пекех пăхатăн вӗсем çине? – мăкăртатать арăмӗ.
– Хам авланнине вӗсене курсан кăна аса илетӗп те эп.
* * *
Журналистка пӗр паллă киноçăлтăртан интервью илет:
– Мӗншӗн-ха эсир пуян арçынсене кăна юратса пăрахатăр?
– Йăнăшатăр, хаваслисене кăмăллатăп эпӗ, чухăннисен хушшинче темшӗн çук вӗсем...
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев