Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Теччӗ (Тетюшиский)

Вăрмана кӗнӗ чух шăхăрса кӗр...

Вăрмана пӗччен çӳреме юрататăр пулсан хăвăр лайăх пӗлекен вырăнта кăна канăр, ял-хуларан аякка ан кайăр. Ан манăр, вăрманта пӗччен çӳреме яланах хăрушă. Кунта тискер чӗрчуна тӗл пуласси пирки кăна сăмах пымасть. Енчен те туратпа такăнса урана хуçсан, çӗлен-калта сăхсан? Темиçен кайсан пулăшусăр хăвармӗç, кирлӗ-тӗк медицина пунктне те илсе çитерӗç. Çавăнпа...

Вăрмана пӗччен çӳреме юрататăр пулсан хăвăр лайăх пӗлекен вырăнта кăна канăр, ял-хуларан аякка ан кайăр. Ан манăр, вăрманта пӗччен çӳреме яланах хăрушă.

Кунта тискер чӗрчуна тӗл пуласси пирки кăна сăмах пымасть. Енчен те туратпа такăнса урана хуçсан, çӗлен-калта сăхсан? Темиçен кайсан пулăшусăр хăвармӗç, кирлӗ-тӗк медицина пунктне те илсе çитерӗç. Çавăнпа та пӗччен вăрмана каякансен темиçе хут асăрхануллăрах пулмалла. Мӗншӗн тесен вăрманта, вăл ют пулсан пушшех те, сывă юлас шанăç пӗчӗк. Мӗншӗн тесен пӗчӗк суран та тепӗр чух пурнăçшăн хăрушă пулма пултарать. Юн шăрши тискер чӗрчуна илӗртет, аманнă çын упапа кашкăршăн вара çăмăл апат.

Çавах та пӗччен кайма шутларăрах пулсан, кун çинчен тăванăрсемпе çывăх çыннăрсене пӗлтерӗр, хăвăр хăçан таврăнассине калăр. Эсир киле таврăнманнине курсан вӗсем шырав йӗркелӗç. Енчен те темиçе кунах каятăр пулсан, кунне пӗр хутчен те пулсан телефонпа шăнкăравласа халăра пӗлтерӗр.

Çавах та аташса кайрăр, хăвăр тӗллӗн çул тупаймастăр-тăк, 003, 010 е 112 телефонпа çăлавçăсене шăнкăравласа хăвăр аташса кайнине калăр. Çăлавçăсем карта тăрăх шырама тытăнӗç. Вӗсем шыранă чух çак вырăнтан таçта ан кайăр.

Йывăç çинчи мăк тăрăх та çул тупма пулать. Вăл ăшăпа çутта юратать, нӳре кăмăллать, çавăнпа сулхăн енче ӳсет. Эппин, мăк ӳсекен ен - çурçӗр, кăнтăр енче мăк сахалрах е вуçех çук.

Кăткă тӗмӗсене пăхмалла. Вӗсем йывăç-тӗмӗн, тункатан кăнтăр енче ӳсеççӗ. Çапах та ку мелсем шанчăклах мар.

Шанчăклă ориентир кун пек чух - хӗвел.

Пирӗн тăрăхра хӗвел пӗр сехет тӗлӗнче кăнтăрта пулать. Çавăнпа та ирхине 10 сехетрен пуçласа 19 сехетчен хӗвел сиртен кăнтăр енче. Нумай чухне ку хăвăр хăш тӗлте, çул хăш енче пулнине палăртма çителӗклӗ.

Вăрманта çул тупас тесен сукмаксем тăрăх çӳресен аван. Тӳрӗ çултан пăрăнатăр-тăк, йывăçсем çине паллăсем туса хăварма тăрăшăр.

Мӗн çимелле, ӗçмелле?

Ятарлă хатӗрсем илмен пӗччен çынна вăрманта пӗрре те çăмăл мар. Чи пысăк йывăрлăх вăл - ӗçмелли шыв çукки. Кӳлӗ-çырмари таса мар шыв хырăма пăсать кăна мар, тӗрлӗ инфекци чирӗ ертме те пултарать. Çавăнпа та ăна малтан пусма витӗр сӗрмелле, унтан вӗретмелле.

Çиме юрăхлă тата юрăхсăр кăмпана уйăрма пӗлекен çын вăрманта выçă вилмест. Ан манăр, хăвăр лайăх пӗлекен кăмпана кăна татăр, пӗçермесӗр (сахалтан та виçӗ хут) ан çийӗр. Паллах, мăйăр тупайсан тата лайăх. Ăна пуçтарнă чух хытă юрласан аван, сасă пур çӗре хир сыни пымасть.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев