Сувар

г. Казань

16+
Тӗп хыпар

Августăн 18-19-мӗшӗсенче «Казань Экспо» халăхсен хушшинчи курав центрӗнче «Ростки» форум иртет

Хусанта кăçал виççӗмӗш хутчен «Ростки: Россия и Китай – взаимовыгодное сотрудничество» форум иртет. Ку вăл – Раççейпе Китай Халăх Республикин ӗçлӗ тата культура ылмашăнăвӗсен площадки. Мероприяти августăн 18-19-мӗшӗсенче «Казань Экспо» халăхсен хушшинчи курав центрӗнче пулӗ. Йӗркелӳçӗсем пӗлтернӗ тăрăх, çуллен форумпа ытларах интересленме пуçлани палăрать. Кăçал унта 32 ют çӗршыв килме заявка янă. Раççей регионӗсенчен 59-шӗ килме кăмăл тунă. Кӳршӗсенчен Чăваш Республики, Ульяновск, Оренбург облаçӗсем.

Кун пирки ТР Правительство Çуртӗнче иртнӗ черетлӗ брифингра ТР Инвестицилле аталану агентствин ертӳçи Талия Минуллина пӗлтерчӗ. Спикерсен шутӗнче Китай Халăх Республикин Хусанти консулӗ Сян Бо, ТР транспортпа çул-йӗр министрӗ Фарит Ханифов, ТР спорт министрӗ Владимир Леонов, ТР промышленноçпа суту-илӳ министрӗн çумӗ Герман Лернер, ТР ял хуçалăхпа апат-çимӗç министрӗн çумӗ Рустем Гайнуллов, ТР культура министрӗн çумӗ Дамир Натфуллин пулчӗç. Паллах, пӗр ахальтен килсе ларман вӗсем. «Ростки» форум шăпах асăннă ведомствăсен сферисемпе тачă çыхăннă.   

«Ростки» Раççейпе Китай хутшăнăвӗсен повесткинчи чи анлă пулăмсенчен пӗри пулса бизнес, власть, культура, вӗрентӳ представителӗсене пӗрлештерет.

Калас пулать, унччен ку форум кӗркунне иртетчӗ. Анчах китайсем ыйтнипе вăхăтне çуллана куçарнă. Шăнаççӗ иккен вӗсем пирӗн йӗпе-сапаллă çанталăкра.

«Форумра эпир регионсен хутшăнăвӗсен практикипе çыхăннă ӗçсене, технологисемпе ылмашăнăва,  суту-илӳпе инвестицисен ыйтăвӗсене сӳтсе яватпăр. 2024 çулта форум 36 çӗршывпа Раççейӗн 71 регионӗнчен 10 пин ытла çынна пуçтарчӗ. Пӗтӗмпе 72 мероприяти ирттертӗмӗр, 31 килӗшӳ тунă. Ку цифрăсем пӗр-пӗрне хисеплени çинче никӗсленнӗ пӗрле ӗçлес хавхаланăва кăтартаççӗ», – терӗ Талия Минуллина.

Агентство ертӳçин сăмахӗпе, кăçалхи программа тата та анлăрах пулмалла. 17 енпе пӗтӗмпе 100 яхăн тӗрлӗ мероприяти палăртса хунă. Çав шутран 70-шӗ ӗçлӗ сессисем. Тӗп вырăнта «Вăхăтпа тӗрӗсленнӗ юлташлăх: малашлăха çул» пленарлă лару. Вăл ТР Раисӗ, Китай провинцийӗсен ертӳçисен шайӗнче иртӗ.

Бизнес çаврăмӗ валли ултă енпе промышленность экскурсийӗсем пулаççӗ – ИТ-пе, ял хуçалăхпа, апат-çимӗç промышленноçӗпе, хими секторӗпе, медицинăпа, промышленность секторӗпе, нефть тирпейлессипе.

Паллах, культура тата спорт программисӗр те иртмӗ форум. Çавсен шутӗнче Китай киновӗн фестивалӗ, чей церемонийӗ, сӗтел çи теннис ăмăртăвӗ, гольф, шахмат турнирӗсем тата Вэйци вăййи. Мероприятие илем кӳрекенни вара Кабан кӳллинче дракон киммипе ярăнассипе уяв пулӗ.

Ют çӗршывсемпе Раççей регионӗсен экономика аталанăвӗн потенциалӗпе Казан Экспо курав центрӗнче 10 000 тăваткал метр лаптăка йышăнакан Russia-China Expo курав паллаштарӗ. Кунта промышленность, логистика, аграри секторӗсен аталанăвӗнчи çӗнӗлӗхсемпе паллашма пулӗ. Пӗрремӗш хут Китайăн 8 производителӗн  стенчӗсене вырнаçтарӗç. Хубэй, Шаньдун, Цзилинь, Хунань, Сычуань, Синьцзян-уйгур автономи районӗсем, Чунцин муниципалитет представителӗсем килмелле. Пӗтӗмпе 200 ытла корпораци килӗ Китайран.

Талия Минуллина хисеплӗ хăнасене те асăнчӗ. Çавсен шутӗнче РФ Федераллă Пухăвӗн Патшалăх Думин председатель çумӗ Александр Бабков, РФ Президенчӗн канашçи Игорь Левитин, Федераци Канашӗн экономика политикипе председатель çумӗ Дмитрий Ворона, ЧР Пуçлăхӗ Олег Николаев, Ульяновск облаçӗн кӗпӗрнаттăрӗ Алексей Русских, Китай Халăх Республикин Раççейри чрезвычайлă тата полномочилле элчи Чжан Ханьхуэй, Китайăн халăхсен хушшинчи суту-илӳ  палатин тата Халăхсен хушшинчи суту-илӗве тӗрев парассинче Китай представительствин пуçлăхӗ Гао Ци тата ыттисем пулӗç.

«Мӗнпе лайăх ку форум? Тӗрлӗлӗхӗпе: кашни сферăра çын хăйне кирлӗ партнера тупма пултарӗ. Çӗршывсен лидерӗсем калаçса татăлнине пурнăçлама Раççей регионӗсемпе Китай провинцийӗсем валли бизнес-площадка кирлӗ. Форум шăпах çак задачăсене пурнăçлать те», – терӗ Талия Минуллина.    

Китай Халăх Республикин Хусанти консулӗ Сян Бо палăртнă тăрăх, вăл икӗ пысăк патшалăхшăн тӗрлӗ енлӗ ӗçлӗ çыхăнусене аталантармалли площадка пулса тăчӗ. Консул сăмахӗпе, май уйăхӗнче тӗнче шайӗнчи лидерсем – Владимир Путинпа Си Цзиньпин тӗлпулни тата сентябрьте Раççей Президенчӗ Китая каяйма пуçтарăнни форума уйрăмах пысăк пӗлтерӗш кӳрет. Сян Бо шучӗпе, кăçалхи форумăн кăтартăвӗсем çӗршывсен экономика аталанăвӗшӗн усăллă та пӗлтерӗшлӗ пулӗç.   

Раççейпе Китайăн бизнес сообществисене пӗлтерӗшлӗ пулăм кӗтет. Хусанта Китай инвестицийӗсене тӗрев парассипе центр уçăлать. Вăл Мускавра ӗçлекен Китай предпринимателӗсен союзӗн филиалӗ пулӗ. Центр консалтинг пулăшăвне парассипе ӗçлӗ.

ТР ял хуçалăхпа апат-çимӗç министрӗн çумӗ Рустем Гайнуллов палăртнă тăрăх, 2024 çулта республикăран Китая ял хуçалăх продукцине 41 миллион долларлăх ăсатнă. Çав шутран тип çу 18 миллион долларлăх, рапс çуне – 15 миллионлăх, типӗ печени – 432 пин долларлăх тата ытти апат-çимӗçе. Спикер палăртнă тăрăх, Тутарстан производителӗсемшӗн ку кӗтнӗ мероприяти.

ТР транспортпа çул-йӗр министрӗ Фарит Ханифов сăмахӗпе, транспорт инфраструктурисен хӗресленӗвӗнче логистика центрӗсем вырнаçни тиевсене тӗрлӗ майпа – шывпа, чукун çулпа, автотрассăпа, çитерме пулăшать. Ку питӗ меллӗ. Суту-илӳре логистика аталнăвӗ чи пӗлтерӗшлӗ вырăнта. Тӗслӗхрен, Анат Кама узелӗнчи чукун çулпа тиев турттарасси çуллен ӳссе пырать. Анчах паянлăха Раççей – Казахстан енпе импортпа экспорт тиевӗсен дисбалансӗ пурри сисӗнет. Импортăн 10 пайӗнчен экспорт пурӗ те 1 пай чухлӗ йышăнать. Енчен те «Алабуга» экономика зони урлă тиевсене çӳретес пулсан вăл контейнерсене каялла пушăлла ăсатассине пӗтерме пултарӗ. Çакна пурнăçлани Атăлçи регионӗсемшӗн пуриншӗн те усăллă пулӗ. Министр çак ыйтăва татса парассине форумăн пӗлтерӗшлӗ ӗçӗсен шутне кӗртрӗ.  

Калас пулать, «Ростки» форумăн программи вырсарникунах, августăн 17-мӗшӗнче пуçланӗ. Ирхине 10 сехетре Кабан кӳллинче дракон киммисемпе ăмăртнине курма кайма пулӗ. Камал театрӗн çӗнӗ çурчӗ умӗнче Китай студенчӗсен концертне кайса курма пулать. Унсăр пуçне хула çыннисем тӗрлӗ мастер-классене хутшăнма пултараççӗ.

 

Сăнӳкерчӗк prav.tatarstan.ru  сайтран.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: форум бизнес Ростки: Россия и Китай