Çут тӗнче санпа илемлӗрех
Анна Павловна ГУЛЯКОВĂНА 75 çул тултарнă ятпа чун-чӗререн ăшшăн саламлатпăр!
Аксу районӗнчи Саврăшпуç ялӗнче пурăнакан хаклă та юратнă аннене Анна Павловна ГУЛЯКОВĂНА 75 çул тултарнă ятпа чун-чӗререн ăшшăн саламлатпăр!
Нихăçан та тав туса пӗтереймӗн, ытарайми, чăн хаклă çын – Анне! Хăвăн ăшшуна чунтан паратăн пире. Ан чирле, ан ватăл, пул савăнăçлă, сывлăхлă ялан. Вăрăм кун-çул аннене пурăнма аттепе пӗрле!
Яланах вăй-хал кӳретӗн,
Кăмăлу сан сар хӗвел пекех.
Хаклă çыннăмăр, эс пурăн ӗмӗр, Çут тӗнче санпа илемлӗрех.
Ачисем, мăнукӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев