«Древо жизни» – авалхипе паянхине, несӗлсене çыхăнтаракан хаклă еткер
Чăвашсен культурипе ку хутӗнче Нурлат районӗнчи Якуркел ялӗнчи «Шӳлкеме» чăваш халăх фольклор ансамблӗ тата Шупашкарти Ф.Павлов ячӗллӗ музыка училищинче вӗренекен студентсен «Янтал» фольклор ушкăнӗ паллаштарчӗç.
Кашни çул Хусан мэрийӗ «Древо жизни», чăвашла ăна «Пурнăç йывăççи» тетпӗр, наци культурисемпе йăли-йӗркисен фестивальне ирттерет, кăçал вăл шучӗпе 5-мӗш пулчӗ. Ун хăйнеевӗрлӗхӗ – тӗрлӗ халăхсем пӗрле пуçтарăнса палăртнă темăпа хăйсен йăлисемпе паллаштарни. Малтанласа вăл уйрăммăн иртетчӗ кашни халăхăн, каярах пӗрлештерме шутларӗç.
.jpg)
Фестиваль ятне ытти халăхсен чӗлхисемпе те çырса кăтартас килет, кашнин чӗлхен хăйӗн янравлăхӗ, илемӗ. Тутарла «Байтирәк» пулать, пушкăртла – «нәҫел ағасы», марилле – «тукымвож», удмуртла – «дунне писпу», мордвалла – «шувто ине»
Енчен те республикăра наци уявӗсем пӗрин хыççăн тепри черетпе пыраççӗ пулсан кунта пурте пӗрле пӗр лапамра пухăнаççӗ. Чăвашӗ, вырăсӗ, тутарӗ, мари, мордва, удмурт тата пушкăрт халăхӗсем пӗрле пит хитре курăнаççӗ. Куракансемшӗн вăл харăсах темиçе наци йăли-йӗркипе паллашса тавракурăма ӳстерме май панипе тата культура ылмашăнăвӗпе, чӗлхесен пуянлăхӗпе, халăхсен туслăхӗпе хаклă çак фестиваль.
.jpg)
Хула администрацийӗ ку уява Тутарстан Халăхсен ассамблейипе ТР Раисӗ çумӗнчи тутар чӗлхине тата республикăра пурăнакан ытти халăхсен чӗлхисене упрассипе, аталантарассин ыйтăвӗсемпе комисси пулăшнипе йӗркелет.
Кăçал тӗпре шыв теми пулчӗ. Кашни халăх хăй культуринче шыв мӗнле вырăн йышăннипе, унпа çыхăннă йăласене кăтартрӗ. Çумăр пăтти пӗçернине чăвашсем, кӗрешӗнсем, марисем кăтартса пачӗç. Тутарсемпе пушкăртсен качча каяс хӗре çăлкуç патне ăсатни пӗрешкелрех. Удмуртсем тин çуралнă ачана шыва кӗртес йăлапа паллаштарчӗç. Вырăссем троица йăлине кăтартса пачӗç. Мордва халăхӗ шыв туррине Вудявене кӗл тунипе паллашма кăсăк пулчӗ.
.jpg)
Чăвашсен культурипе ку хутӗнче Нурлат районӗнчи Якуркел ялӗнчи «Шӳлкеме» чăваш халăх фольклор ансамблӗ паллаштарчӗ. Учук йăлине кăтартса пачӗç вӗсем. Хуранта çичӗ тӗрлӗ кӗрпепе тата какайпа пăтă пӗçерсе хусансене сăйларӗç вӗсем. Эпир те тутанса пăхрăмăр. Питӗ тутлăччӗ пăтти. Уявăн официаллă хăнисем – Хусан вице-мэрӗ Гузель Сагитова, РФ Патшалăх Думин депутачӗ Айрат Метшин, ТР Раисӗн шалти политика ыйтăвӗсемпе департаменчӗн наци политикине пурнăçлассипе управлени пуçлăхӗ Данил Мустафин, Тутарстан Халăхсен ассамблейин Ӗçтăвком ертӳçи Ренат Валиуллин, ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗ Камиль Гилманов та чăвашсен пăттине юратса çирӗç.
.jpg)
Халăхсен йăлисемсӗр пуçне наци апат-çимӗçне пӗçерессипе, халăх сувенир япалисене ăсталассипе мастер-классем тата тӗрлӗ куравсем пулчӗç. Кашни килекен хăй кăмăлне тивӗçтерекеннине тупать ку фестивальте.
Сцена çинче вара халăх фольклор ансамблӗсем хăйсен пултарулăхӗпе паллаштарчӗç. Вӗçрӗ вара таврана тутарсен юррин, пушкăртсен курайӗн, марисемпе мордвасен хут купăс, чăвашсен кӗслепе шăпăр сасси. Ытарма çук илемлӗ кашнин юрри. Марисен театрализациленӗ номерӗ хитре пулчӗ. Вӗсемпе пӗрле килнӗ халăх та карталанса ташларӗ. Пушкăртсен курайӗ каланă чух чун вӗçсӗр-хӗрсӗр пушхирелле ыткăнчӗ.
.jpg)
Шупашкартан килнӗ студентсен «Янтал» фольклор ушкăнӗ (ертӳçи Людмила Валерьевна Петухова) тухсан сцена тавра халăх ытларах пуçтарăнса тăчӗ. Ку ансамбле Ф.Павлов ячӗллӗ музыка училищинче вӗренекен студентсенчен йӗркеленӗ. Питӗ те çӳллӗ, профессилле шайра пулчӗç вӗсен номерӗсем. Тумтирӗ, ташшисем, юррисем чăваш культурин чăн-чăн ахах-мерченӗсем. Ку хитре сăмах мар, чăн çапла. Çамрăк артистсем хăйсене епле тыткаланинче, кашни хусканăвӗнче культура еткерне чунтан хисеплени палăрчӗ. Вӗсен ташшисене пăхса тăрса ачалăха вӗçрӗм. Куç умне мăнакка-кукамайсен хитре ташши тухса тăчӗ.
.jpg)
Темле сăмахпа каласа кăтартайми хӗрарăм илемӗн мăнаçлăхӗ, культура эстетики пур унта. Анатри чăвашсен илемне уçса пачӗç вӗсем. Пысăк тав «Янтал» ансамбле халăхăмăрăн культурине пӗрчӗн-пӗрчӗн пуçтарса упранăшăн, ăна çӳллӗ те илемлӗ шайра кăтартнăшăн. Калас пулать, юррисене вӗсем темиçе саспа юрласа шăрантарчӗç. Хӗрсен çинçе те уçă сассисене каччăсен кăкăртан тухакан хулăн сасси çупăрларӗ. Сасăсем ăрăмлă хутшăнăвӗ пулчӗ пулинех – вӗçӗмсӗр итлес килчӗ вӗсене.
Сăмах май, чăвашсем татах та пурччӗ пултарулăх ушкăнӗсен шутӗнче. Лениногорскран килнӗ «Эрзянка» мордва фольклор ушкăнӗн аккомпаниаторӗнче акă хамăрăн юлташа, чăваш композиторне Геннадий Садовникова палласа илтӗмӗр.
.jpg)
Таврана каç сӗмӗ те çапрӗ ӗнтӗ, анчах халăх саланма васкамарӗ-ха. Вăт çапларах уяв вăл – «Пурнăç йывăççи» фестиваль. Чăннипех авалхипе паянхине, несӗлсене çыхăнтаракан хаклă еткер.
Ирина ТРИФОНОВА сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев