Сувар

г. Казань

16+
Тӗп хыпар

Ирада Аюпова: «Енчен те йăлари культурăна пӗр улăштармасăр упраса хăварассипе кăна пурăнсан – эпир аталанаймастпăр»

Паян Хусанта шучӗпе 5-мӗш «Стиль жизни – культурный код» этнофестиваль ӗçлесе кайрӗ. Унта кăçал Раççейӗн 30 регионӗпе 10 ют çӗршывăн – Индирен пуçласа Африка çӗршывӗсем таран – 300 ытла маçтăрӗ хутшăнать. Чăваш модипе яланхи пек Шупашкарти «Паха тӗрӗ» фабрика паллаштарӗ.

Хусан хулин культура пурнăçӗ ку эрнере этномода паллипе иртет. Июлӗн 22 – 26-мӗшӗсенче 5-мӗш хут «Стиль жизни – культурный код» этнофестиваль пулать. Мероприяти Раççейпе ют çӗршывсен ал ӗç маçтăрӗсемпе ремесленникӗсене, дизайнерсемпе модельерсене пӗр çӗре пухать. Йӗркелӳçисем – «Тутарстан Республикин инновацисем кӗртессипе тата культура сферинче йăласене упраса хăварассипе ресурс центрӗ» патшалăх бюджет учрежденийӗпе Халăх илемлӗ промыслисен, ремесленниксен, ӳнерçӗсен «Наследие и традиции» организацийӗсен ассоциацийӗ.

V этнофестиваль РФ Правительстви çирӗплетнӗ тăрăх 2025 – 2027 çулсене палăртнă Патшалăх культура политикин стратегине пурнăçлассипе мероприятисен планне кӗнӗ. Унсăр пуçне 2026 çулта Раççейре тата ют çӗршывсенче иртекен куравпа конгресс мероприятийӗсене хутшăнма РФ Промышленноçпа суту-илӳ министерствипе ТР Культура министерствин планне кӗнӗ. Фестивалӗн тӗп тӗллевӗ – халăх пултарулăхӗ хальхи дизайнпа пурнăç стилӗпе шайлашуллă килӗшсе тăнине кăтартасси.

Кун пирки журналистсемпе тӗл пулсан ТР культура министрӗ Ирада Аюпова пӗлтерчӗ. Ведомство ертӳçи тӗлпулусене креативлă йӗркелессипе палăрса тăрать. Кунхинче те акă пресс-конференци «пресс-ирхи апат» форматпа питӗ те интереслӗ вырăнта иртрӗ. Dion Inn отелӗн 16-мӗш хутра вырнаçнă ресторанăн террассинче. Кунтан Хусна хули питӗ илемлӗ те капăр курăнать. Ку вырăна ахальтен суйламан. Кайăксем вӗçекен çӳллӗшӗрен хулан историлле центрӗ хальхи архитектурăн концепцийӗллӗ таврари кварталсемпе питӗ те килӗшсе тăнине куратăн. Суйланă вырăн шăпах этнофестиваль философине ăнлантарать те ӗнтӗ.

Ирхи апата министрсăр пуçне Креативлă индустрисене аталантарассипе Раççейӗн декоратилă прикладной искуствăсен ӳнерçисен творчество союзӗн директор çумӗ Екатерина Вяземская,  ТР Дизайнерсен союзӗн директорӗ Лариса Фомина, Халăх илемлӗ промыслисен, ремесленниксен, ӳнерçӗсен «Наследие и традиции» организаци ассоциацийӗн правлени председателӗ Сергей Коломийцев, Уникаллă пултарулăх центрӗн (ЦУМ) директорӗ Ранко Тепавчевич, Pathé'O мода çурчӗн (Кот-д'Ивуар) представителӗ, Pathe Ouedraogo модельер хутшăнчӗç.

«Стиль жизни – культурный код» проект концепцийӗ пирӗн таврашри уçлăхпа питӗ килӗшсе тăрать. Енчен те эпир йăлари  культурăна пӗр улăштармасăр упраса хăварассипе кăна пурăнсан – эпир аталанаймастпăр. Мӗншӗн тесен тӗнче çав тери хăвăрт улшăнса пырать. Ку конкуренцире пирӗн выляса ямалла мар. Çавăнпа проект никӗсӗнче ӗнерхипе паянхи культура йăлисене ыран мӗн кӗтнипе сыпăнтарма тăрăшни пулчӗ те», – терӗ Ирада Аюпова.

Ун сăмахӗпе, малтанласа «Стиль жизни – культурный код» проект  пач урăхла форматпа пурнăçа кӗмелле пулнă. Вăл виçӗ юхăма – этника компоненчӗллӗ тумтирӗн мода кăтартăвне, йăлари музыкăна тата çутă шоуне пӗрлештермелле пулнă.

«Миланри Мода эрнинче паллă дизайнерпа Марио Базеллипе тӗл пулсан ку шухăша пăрахăçларăмăр. Вăл модăна йăлари культурăран хăпăтса уйрăммăн пăхмалла маррине каларӗ. Тумтире упраса хăварни çеç çителӗксӗр, йăлари культура тавралăхне упраса хăвармалла. Куратăр пулӗ пирӗн авалхи Кремль мӗнлерех паянхи архитектурăпа килӗшсе тăнине. Хальхи культура çине ӗнерхинчен уйăрса пăхмалла мар», – терӗ Ирада Аюпова. Министр фестиваль искуствăлла интеллект обществăна  ют культура кӗртсе ярассинчен упраса хăварма пулăшассине те палăртса хăварчӗ. Çав вăхăтрах ИИ йăлари культурăна аталантарассинче усăллă пулассине те асăнса хăварчӗ.

Тутар модин пуласлăхӗ пирки те асăнса хăварчӗ министр. Ун аталанăвне вăл тӗнче шайне тухмаллипе çыхăнтарать. «Хупăнса ӗçлесен малашлăх çук», – терӗ вăл. Ун шучӗпе этномода аталанăвӗшӗн халӗ питӗ ăнăçлă вăхăт. «Ковид пире апат тутине туймасăр пурăнма йывăррине кăтартса пачӗ. Çавăн пекех хамăрăн культурăн, йăласен тутине пӗлмесӗр пурăнма та кичем. ХХ ӗмӗр йăлт пӗрпеклетрӗ. Халӗ вара культурăсен уйрăмлăхӗпе хăйевӗрлӗхне палăртма пит лайăх вăхăтсем», – пӗтӗмлетрӗ Ирада Аюпова.  

  Pathé'O мода çурчӗн дизайнерне итлеме интереслӗ пулчӗ. Çак мода çурчӗ ХХ ӗмӗрӗн 70-мӗш çулӗсенче йӗркеленсе кайнă. Вырăнти халăхăн тумтирне тӗпе хурса вӗсем хăйсен мода йӗрне йӗркеленӗ. Анчах Кот-д'Ивуар 1960 çулччен Франци колонийӗ пулнипе тата ют чӗлхепе культурăна йышăннипе наци тумӗн стильне халăхра çӗнӗрен сарма çăмăл пулман. Мӗнле хăнăхтартăр, этномода сирӗн патра мӗнле аталанса пырать тесе ыйтсан Саид ку наци лидерӗсенчен нумай килнине палăртрӗ.  Тӗслӗхе Нельсон Манделона (1994 – 1999 çулсенче ЮАР президенчӗ пулнă) илчӗ.  «Нельсон Мандела влаçа килсен Кăнтăр Африка Республикинче пурăнакансем хăйсем кам пулнине аса илчӗç. Нельсон Мандела наци тумне тăхăнма кăмăлланине кура халăхӗ те ăна пăхса çапла тумланма тытăнчӗ. Вăйлă лидер вăл яланах тӗслӗх. Пирӗн тума та паллă çынсем туянаççӗ. Мӗншӗн тесен культура хăйевӗрлӗхне курма тата хаклама пӗлеççӗ. Вӗсем тӗслӗх параççӗ те ӗнтӗ», – терӗ вăл.

Лариса Фомина хăнапа килӗшрӗ. «Енчен те Тутарстанра пирӗн паллă çынсем тутар халăхӗн культура кодне палăртакан хамăрăн дизайнерсен тумӗсене тăхăнма тытăнсан ку республикăшăн питӗ вăйлă пиар пулӗ. Ку енӗпе Раис лайăх тӗслӗх кăтартать. Союз енчен эпир тутар дизайнерӗсен мода эрнине ирттерме тӗллев лартрăмăр. Унта БРИКС çӗршывӗсене те явăçтарасшăн. Ку культура палăрăмӗ кăна мар, экономикăшăн та усăллă пултăр. Инвесторсем талантлă дизайнерсене асăрхаса вӗсене аталанма пулăшни республикăна та усă кӳрӗ», – терӗ дизайнерсен пӗрлешӗвӗн ертӳçи.  

Сергей Коломийцев Хусан Раççей культурин тӗп центрӗсенчен пӗри пулнине палăртрӗ. «Кунта акă мӗн интереслӗ, – терӗ вăл сăмах илсе. – Креативлă индустри çинчен закон тухсан ун тавра нумай калаçу пуçланчӗ. Раис вара тытрӗ те креативлă центр туса хума хушрӗ. Вăл уçăлчӗ те ӗнтӗ. Пирӗн вара – Мускавра – проектсемпе калаçу шайӗнче хальлӗхе. Хусан каллех искусство облаçӗнче те пӗрремӗш вырăнта. Хусан чăннипе цивилизаци, искусство, культура хули» – терӗ Мускав хăни. Креативлă искусство ун шучӗпе модăпа кăна çыхăнман. Ун сăмахӗпе, креативлă индустри вăл арт çинче никӗсленнӗ экономика. Сăмах май, Сергей Коломийцев ертсе пыракан Ассоциаци паян питӗ ăнăçлă аталанса пырать. Автомотоспорт сферинче те вӗсен дизайнерӗсен ӗçӗсем палăрма ӗлкӗрнӗ. Дюссельдорфра иртнӗ куравра вӗсем «Бушерон», Van cleef  пек паллă брендсене хыçа хăварса пӗрремӗш вырăнсем илсе таврăннă. Тепӗр çитӗнӳ – художник ювелир ята законпа çирӗплетме çине тăни. Унччен ун пек ăнлав пулман.       

«Стиль жизни – культурный код» фестивале кăçал Раççейӗн 30 регионӗпе 10 ют çӗршывăн – Индирен пуçласа Африка çӗршывӗсем таран –  300 ытла маçтăрӗ хутшăнать. Чăваш модипе яланхи пек Шупашкарти «Паха тӗрӗ» фабрика паллаштарӗ.  

Июлӗн 22 – 26-мӗшӗсенче ЦУМра кунӗпе этно-маркет ӗçлет. Унта Мускав, Санкт-Петербург хулисен, Брянск, Волгоград, Чулхула, Смоленск, Калининград, Киров, Свердловск, Кострома, Саратов, Мускав облаçӗсен, Тутарстан, Крым, Чăваш Ен, Пушкăртстан, Удмурти, Алтай республикисен, Байкал тăрăхӗпе Хантыпе Манси округӗн маçтăрӗсемпе дизайнерӗсен пултарулăхӗпе паллашма, асăнмалăх сувенирсем туянма май пулӗ.

Фестивальте пӗрремӗш хут тирпе ӗçлекен маçтăрсен фестивалӗ иртет. Ун пирки Сергей Коломийцев тӗплӗн каласа пачӗ.

Унсăр пуçне программăна тӗрлӗ мастер-классем, этномода кăтартăвӗсем, ӗç программи кӗнӗ. Ӗçлӗ тӗлпулура экспертсем тăватă тӗп юхăмăн аталанăвӗпе – халăх илемлӗ промыслипе, этникăпа тата модăпа, креативлă индустрипе, тир искусствипе – çыхăннă ыйтусене сӳтсе явӗç.

Ирина ТРИФОНОВА тата https://kodfest.ru сайтран илнӗ сăнӳкерчӗкӗсем.    

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: #Стиль жизни – культурный код»