Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Кашни куна хӗвел пек ăшăтатăн

Валентина Гавриловна ГРИГОРЬЕВА ноябрӗн 20-мӗшӗнче 70 çул тултарчӗ!

Пăва районӗнчи Кивӗ Мертлӗре пурăнакан юратнă анне, хаклă çыннăмăр Валентина Гавриловна ГРИГОРЬЕВА ноябрӗн 20-мӗшӗнче 70 çул тултарчӗ! Чун-чӗререн сана юбилей ячӗпе саламлатпăр! Уйăх пек çутă кун-çул, çурхи хӗвел пек ырă кăмăл, инçет çул евӗр вăрăм ӗмӗр сунатпăр! Сан куçусем ялан савăнăçпа çиçчӗр, чӗрӳ канлӗхпе тултăр, пурнăç кунӗсем çăмăллăн юхчăр. Эсӗ пирӗншӗн чи хаклă çын, эпир сана пӗтӗм чунтан хисеплетпӗр, пире вăй-хавалпа, сывлăхпа ӳстерсе ура çине тăратнăшăн çӗре çити пуç тайса тав сăмахӗ калатпăр! Халӗ те эсӗ пире ăслă канаш парса, ырлăх та ăнăçу сунса, пирӗншӗн телей ыйтса пулăшса пыратăн, кашни куна хӗвел пек ăшăтатăн, тав сана! Сывлăхлă та телейлӗ пул!​ ​
Мăшăрӗ, ачисем, кинӗ тата мăнукӗсем

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев