Клавдия Васильевна МИКУШОВĂНА 85 çул тултарнă ятпа!
Çарăмсан районӗнчи Лагерка ялӗнче пурăнакан Клавдия Васильевна МИКУШОВА июнӗн 25-мӗшӗнче 85 çул тултарчӗ!
Хаклă та юратнă аннене, асаннене, кукамая, çывăх тăванăмăра сумлă юбилей ячӗпе чун-чӗререн саламлатпăр! Хурçă пек çирӗп сывлăх, иксӗлми вăй-хал, канлӗ ватлăх сунатпăр. Пурнăçăн анлă çулӗпе тата нумай-нумай çул чирлемесӗр хавхаланса утмалла пултăр. Санăн куçусем телейпе çуталччăр, ӗмӗтӳсем çитсех пыччăр, çумра яланах юратнă çыннусем пулччăр.
Тавах сана, аннемӗр, эс пурришӗн,
Кил чысӗпе çемье ăшши пулнишӗн.
Татах та нумай çул эс пурăнсам,
Пире пит лайăх эс çумра пулсан.
Ачисем, мăнукӗсем тата çывăх тăванӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев