Мария Николаевна ФЕДОРОВА 80 çул тултарчӗ
Тӗп хыпар

Мария Николаевна ФЕДОРОВА 80 çул тултарчӗ

Чистай районӗнчи Анат Кăтрата ялӗнче пурăнакан юратнă анне, асанне Мария Николаевна ФЕДОРОВА чӳк уйăхӗн 24-мӗшӗнче 80 çул тултарчӗ

Ăна  сумлă юбилей ячӗпе чун-чӗререн саламлатпăр! Сывлăху çирӗп пултăр, пурнăçу ăнса пытăр, мӗн ӗмӗтленни, шухăшлани пурнăçланса пытăр. Чунупа яланах çамрăк пул, чир-чӗр мӗнне пӗлмесӗр нумай çул кил ăшшине упраса пурăн.

Аннеçӗм, юратнă анне,

Йышăнсам пирӗн салама!

Сывлăхлă пул, ан чирле,

Ăшă кулă çиçтӗр сăн-питре.

Çуралнă кун сан, юбилей,

Чунтан сунар эппин телей.

Телей вăл сывлăх, ăнăçу,

Сан пурнăç пултăр пыл та çу.

 Ывăлӗсемпе кинӗсем, мăнукӗсем.


Нет комментариев