Мария Михайловна КОЛЕСНИКОВĂНА ăшшăн саламлатпăр
85 çул тултарнă ятпа
Лениногорск районӗнчи Чишме ялӗнче пурăнакан аннене, кукамая, асаннене Мария Михайловна КОЛЕСНИКОВĂНА декабрӗн 12-мӗшӗнче 85 çул тултарнă ятпа ăшшăн саламлатпăр. Пире чун парса тӗрӗс-тӗкел пăхса ӳстернӗшӗн, ăс панăшăн çӗре çити пуç таятпăр.
Çул хыççăн çул иртсе хыçа юлсан та,
Эс уншăн ан кулян, ан пăшăрхан,
Пул сывлăхлă ялан. Çапла пулсассăн
Укçаллă этемрен те эс пуян.
Икӗ хӗрӗ, ывăлӗ, кӗрӳшӗсем, кинӗ тата мăнукӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев