Сувар

г. Казань

16+
Тӗп хыпар

Матак каччи Юрий Мидюкин виçӗ çул тăшманпа кӗрешет

Çын ӗмӗтсӗр пурăнмасть. Пӗри вӗрентекен, тепри тухтăр, виççӗмӗшӗ инженер, водитель е Тăван çӗршыва хӳтӗлеме ӗмӗтленсе çар çынни пуласшăн. Чи вăйлисемпе телейлисем кăна йывăрлăхпа чăрмавсене çӗнсе ӗмӗте пурнăçлаяççӗ. Хăш чухне çынсемпе калаçнă май Николай Островскин «Как закалялась сталь» романӗн тӗп геройӗн Павел Корчагинăн шăпи аса килет. Кама-тăр унпа танлаштарни тӗрӗс мар, анчах унăнни пек шăпа пиртен кашнин пулма пултарать. Сăмахăм ятарлă çар операцине хутшăнакан Юрий Анатольевич Мидюкин çинчен. Унăн историйӗ те Павел Корчагинăнни пек пурнăç хавалӗпе, идеалсене парăнса çӗнӗ пурнăçшăн кӗрешессипе çыхăннă.

Юра Мидюкин 1993 çулхи октябрӗн 26-мӗшӗнче Çӗпрел райо­нӗнчи Матак ялӗнче çуралнă. Çемье­ре тăватă ывăлпа пӗр хӗртен иккӗмӗш вăл. 2000 – 2011 çулсенче Матакри вăтам шкулта вӗреннӗ. Çемйинче лăпкă ӳснӗскере çапăçса çӳренине астумастăп. Мӗн ачаран ӗçе хăнăхса ашшӗ-амăшӗпе кӳршисене пулăшрӗ. Шкулта ытти ачасенчен питех уйрăлса тăмастчӗ. Физкультурăра питӗ чупма юрататчӗ, уйрăмах вăтам дистанцисенче кăтартăвӗ лайăхчӗ. Шкул пӗтерсенех Çурçӗр флочӗн тинӗс авиацийӗн матросӗ пулса хӗсмет ирт­рӗ. Çар специальноçӗпе, аслашшӗ, Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин ветеранӗ Николай Владимирович (1926 – 2000), пекех – стрелок. Юрий Мидюкин тата пăшалпа яланах аван перетчӗ. Службăра та акă пăшалпа тӗл персе палăрнăшăн часть командирӗ тав туни пур. 

Çартан таврăнсан Матак каччи темиçе çул Шупашкарти заводсенчен пӗринче ӗçлерӗ. Каярах кӳршӗллӗ пурăнакан Вова тетӗшӗпе пӗрле Раççейӗн тӗрлӗ хулисене вахта мелӗпе ӗçлеме çӳрерӗ. 

2022 çулхине октябрь уйăхӗнче черетлӗ отпуска таврăнсан ăна тулли мар мобилизаципе ятарлă çар операцине кайма повестка пачӗç. Яланхи пекех лăпкăн йышăнса октябрӗн 23-мӗшӗнче вӗрентӳ центрне тухса кайрӗ. Унта уйăх хатӗрленӗ хыççăн вӗсене Донбаса ăсатрӗç. Пӗр ялти Эдуард Г.-па пӗрле 1234-мӗш мотострелоксен полкӗн 1-мӗш батальон йышӗнче тăшманпа кӗрешет халӗ Тарзан позывнойлă ентешӗмӗр. 

Юрий ятарлă çар операцине кайсан 12 кунранах амăшӗ Татьяна Алексеевна сарăмсăр вилсе кайрӗ. Иккӗмӗш ывăлне ыттисенчен те хытăрах юратакан аннен чӗри чăтаймарӗ пуль. 

Çулталăкран çапăçусенчен пӗринче Юрий хăй те пуçран аманса контузи илнӗ. Белгород, Курск, Наро-Фоминск госпиталӗсенче сип­леннӗ хыççăн 2024 çулхи январь уйăхӗнче каллех строя тăчӗ. 

Асламăшӗ Ольга Васильевна каласа панă тăрăх, Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин орденӗпе наг­радăланнă аслашшӗн историне лайăх пӗлет Юра. 1943 çулта фронта кайнă 61-мӗш гварди пехота полкӗн стрелокӗ Николай Владимирович Мидюкин Витебск патӗнче сылтăм ураран хытă амансан июнь уйăхӗнчен пуçласа 1944 çулхи декабрь уйăхӗччен 3071-мӗш номерлӗ çар госпиталӗнче сипленнӗ. Строя урăх тăрайман, сывлăхне пула ăна çартан комиссовать тума тивнӗ. Киле таврăнса сывалса çитсен авланнă, мăшăрӗпе хӗрпе икӗ ывăл (Нина, Володя тата Анатолий) çуратса ӳстернӗ. 8 мăнукпа 6 кӗçӗн мăнук халӗ Мидюкинсен. 

Юрий Мидюкин виçӗ çул ӗнтӗ сывлăхне, вăйне хӗрхенмесӗр тăшманпа кӗрешет. Павел Корчагин пек чун хавалӗпе çирӗп вăл. Этемшӗн чи хакли – пурнăç... Тӗллевсӗр, шухăшсăр ирттернӗ çулсемшӗн кайран ӳкӗнмелле ан пултăр тесен пурнăçа тивӗçлӗн пурăнса ирттермелле текен девизпа пурăнать салтак.

Ку хирӗçтăрура эпир çӗнтерессе иккӗленмест, çавăнпа неонацистсемпе хăйне шеллемесӗр кӗрешет. Тăван çӗршыв хăрушлăхра чух юрату та иккӗмӗш планра юлать уншăн. Вăл та ытти пин-пин каччă пек Тăван çӗршыва, хамăрăн историе, асатте-асаннесен астăвăмне хӳтӗлеме алла пăшал тытнă вӗт. Çын шучӗпе пурăнакансене вара Юрий чунтан юратмасть. Пурнăçа тивӗçлӗ пурăнса ирттерме ӗмӗтленет. Куллен тăшманпа кӗрешсе хурçă пек çирӗп характерӗн историне хăй çырать. Паллах, вăл та çемье çавăрма, ача-пăча ӳстерме ӗмӗтленет, анчах ку кайран, Çӗнтерӳ хыççăн, мӗншӗн тесен хăй çапла йышăннă. 

Юрий Анатольевич Мидюкин çапăçу хирӗнче паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнăшăн «Участник СВО», Жуков медалӗсене тивӗçнӗ. Киле ырă-сывă таврăнасса куç пек кӗтекен, тӗрев парса хавхалантаракан çемйине, тетӗшӗпе шăллӗсене тата йăмăкне чӗререн тав тăвать. «Вӗсем пурри мана ку вăрçăра Тăван çӗршывшăн кӗрешме вăй хушать», – тет вăл хăй кун пирки. 

 

Виталий МЕРДЕЕВ,

ТР Журналистсен союзӗн пайташӗ. 

Ю.Мидюкинăн харпăр архивӗнчи сăнӳкерчӗк.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

2

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Наши герои