Ольга Александровна ЕЛЕНДЕЕВА августăн 10-мӗшӗнче 50 çул тултарчĕ
Тӗп хыпар

Ольга Александровна ЕЛЕНДЕЕВА августăн 10-мӗшӗнче 50 çул тултарчĕ

Аксу районӗнчи Хӗрлӗ Шур ялӗнче пурăнакан Ольга Александровна ЕЛЕНДЕЕВА августăн 10-мӗшӗнче 50 çул тултарать.

Хаклă çыннăмăра çывхарса килекен сумлă юбилей ячӗпе чун-чӗререн саламлатпăр! Уйăх пек çутă кун-çул, çурхи хӗвел пек ырă кăмăл, инçет çул евӗр вăрăм ӗмӗр, чăваш юманӗ пек çирӗп сывлăх, куç тулли телей, тус-тăвансемпе шăкăлтатса пурăнма çутă ăраскал сунатпăр.

Мӗн сунар сана паян? 

Мӗн кирли йăлт пултăр сан:

Иксӗлми вăй-хал, хастарлăх, 

Çирӗп сывлăх, вашаватлăх

Çемьере ялан татулăх,

Пурнăçу сан пултăр тулăх.

                                                              Степановсем.


юбилей

Нет комментариев