Сувар

г. Казань

16+
Тӗп хыпар

Паян Раççей Президенчӗн Владимир Путинăн çуралнă кун

Владимир Путин шучӗпе, власть Раççей халăхӗ çине тӗревленсе ӗçлемелле. Ун пек тӗрев пулмасан влаçра тăмалла та мар тет çӗршыв ертӳçи.

Паян Раççей Федерацийӗн Президенчӗн Владимир Владимирович Путинăн çуралнă кун. Çӗршыв ертӳçи 73 çул тултарать. Тӗнчери чи паллă лидерсенчен пӗри ытти Раççей çыннисем пекех ахаль çемьерен тухнă. Кун пирки вăл пӗрре мар асăнса çак çыхăнăва халӗ те упранине калать. 

Владимир Путин 1952 çулхи октябрӗн 7-мӗшӗнче Ленинград хулинче çуралнă. Тăван хулари патшалăх университетӗнче юридици факультетӗнчен вӗренсе тухнă. СССР КГБ органӗсенче ӗçленӗ. 1999 çултанпа чи çӳллӗ патшалăх должноçӗсене йышăнать.

Çак çулсен хушшинче Владимир Путин çӗршыв пуласлăхӗшӗн, унăн ирӗклӗхӗпе суверенитечӗшӗн ӗçлесе тӗнчере пысăк авторитет çӗнсе илчӗ. Çӗршыв ертӳçи Раççей халăхӗсене пӗрлештерессине, вӗсен пурнăçне хăрушсăрлăхпа тивӗçтерессине,  çӗршывăмăрăн социаллă экономика аталанăвне çирӗплетессине тӗпе хурса ӗçлет. Патшалăх пуçлăхӗ пулса мӗн-мӗн тунине нумай çырма пулать. Чи пысăк тивӗçсен шутӗнче – историлле Раççейӗн пулнă территорисене çӗршыв йышне тавăрса тăван халăха хӳтте илни, çӗршывра пурăнакансен пурнăçне пур енлӗ аталантарас тӗллевпе нацпроектсемпе патшалăх программисене пуçарни.

Владимир Путин пӗрре мар интервьюсенче влаçра тăраканшăн çын тӗп вырăнта пулмаллине каланă. Ун шучӗпе, власть Раççей халăхӗ çине тӗревленсе ӗçлемелле. Ун пек тӗрев пулмасан влаçра тăмалла та мар тет çӗршыв ертӳçи.  

Çуралнă кунпа саламласа эпир те çирӗп сывлăх, ăнăçусем сунатпăр РФ Президентне Владимир Путина.  

Сăнӳкерчӗксем «Сувар» хаçат архивӗнчен тата РФ Президенчӗн официаллă сайтӗнчен. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Президент РФ