Тӑван чӗлхене мӗн таран пӗлетӗн? Пӗлес килсен диктант ҫыр.
Хусанти Туслӑх Ҫуртӗнче паян, ноябрӗн 9-мӗшӗнче Нумай нациллӗ вырсарни шкулне ҫӳрекенсемпе пӗрле хула ҫыннисем те хӑйсен тӑван чӗлхисемпе диктант ҫырчӗҫ.
Чӑваш уйрӑмӗн ачисем те хӑйсен ашшӗ-амӑшӗсемпе, асламӑш-кукамӑшсемпе пӗрле килнӗ. Тутарстанри Чӑваш хӗрарӑмсен союзӗн пайташӗсем те юлман. Хавхалансах вӗсем те тӑван чӗлхепе хӑйсен пӗлӗвне тӗрӗслерӗҫ.
Диктант текстне Шупашкарти Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнчен ярса панӑ. Пӗтӗмпе икӗ текст - ачасем тата аслисем валли. Диктанта Чӑваш хӗрарӑмсен союзӗн активисчӗ, профессилле педагог-психолог Светлана Гордеева вуларӗ.
Калас пулать районсенчи Чӑваш наципе культура центрӗсенче те паян диктант ҫырчӗҫ. Чӑваш чӗлхине упрассинче ку кирлӗ те пӗлтерӗшлӗ акци.
Вера Гулякова сӑнӳкерчӗкӗсем.
Нет комментариев