Парламент пуçлăхӗ Фарид Мухаметшин паян «Единая Россия» партин обществӑлла приемнӑйӗнче çынсене йышӑнчӗ
Çынсен ыйтӑвӗсем ытларах çӗр налукӗпе, СВОна хутшӑннисем валли мероприятисем йӗркелеме пулӑшассипе çыхăнчӗç.
Паян Патшалӑх Канашӗн Председателӗ, «Единая Россия» партин Тутарстанри уйрӑмӗн Секретарӗ Фарид Мухаметшин Регионти обществӑлла приемнӑйра граждансене йышӑнчӗ. Çынсен ыйтӑвӗсем ытларах çӗр налукӗпе, СВОна хутшӑннисем валли мероприятисем йӗркелеме пулӑшассипе çыхăнчӗç.
Хусанта пурӑнакан 1 ушкӑн инваличӗ Антон Кайнов Фарид Мухаметшин патне Налог кодексне улшăнусем кӗртессипе сӗнӳпе килнӗ. Ун шучӗпе, 1 ушкăн инваличӗсене çӗр налукне тӳлессинчен вуçех хăтарма тивӗçлӗ?
Фарид Мухаметшин ăнлантарнă тăрăх, çак категорие кӗрекен граждансен енӗпе халӗ те налог льготи пур. Вӗсем ултă сотăй таран çӗр лаптăкӗшӗн налог тӳлемеççӗ.
Парламент пуçлӑхӗ çӗр налогӗ муниципалитет шайӗнче пăхса тухмалли ыйту пулнине палăртса вӗсем хăйсемех налог улшăнăвӗсене çирӗплетнине пӗлтерчӗ. Мӗншӗн тесен çӗршӗн илӗнекен налог вырăнти бюджета кӗрсе пырать. Çавăнпа вӗсем кăна налог льготине палăртма е пăрахăçлама пултараççӗ. «Пирӗн федераци шайне закон пуçарăвӗпе тухма май пур, анчах çакна тума республикӑри пӗтӗмӗшле лару-тӑрӑва тишкермелле, тата ытти регионсен опычӗпе те паллашмалла», – терӗ Фарид Хайруллович ыйтăва хуравласа.

Ун хыççăн Фарид Мухаметшин патне ТР муфтийӗн ятарлă çар операцине хутшăннисемпе тата вӗсен çемйисемпе ӗçлекен çумӗ, «Опора Героев» Ресурс центрӗн председателӗ Мансур хазрат Джалялетдинов кӗчӗ. Мансур хазрат СВОна хутшӑннисене реабилитаци иртме тата мирлӗ пурнӑçа таврӑнма пулӑшать. Мӑсӑльман духовенствин представителӗ ятарлă çар операцине хутшӑннисен ятӗнчен волейбол площадкипе тивӗçтерме ыйтрӗ.
Хусанта СВО-ран таврӑннӑ салтаксем хушшинче 14 çынран тăракан волейбол команди те йӗркеленӗ, вӗсем ларса выляççӗ. Малашне спортсменсем тӗрлӗ çӗрте иртекен ăмăртусене те тухса çӳреме ӗмӗтленеççӗ. Фарид Мухаметшин хазрата гражданла хастарлăхшăн, çапăçу ветеранӗсен пурнӑçӗ енӗпе сӳрӗк пулманшăн, пулăшма тăрăшнăшăн тав турӗ. Ун ыйтăвне хăй контрольне илсе профильлӗ министерствăсемпе тата ведомствăсемпе татса пама шантарчӗ.

Хусанта пурӑнакан Раççей художникӗсен Союзӗн пайташне Наиля Абдулманована та хумхантараканни пур. Вăл Фарид Мухаметшина Хусан Кремлӗ территорийӗнче «Знамя мира» асӑну чулне лартма сӗннӗ. Ун шучӗпе, Стелӑна апрелӗн15-мӗшӗнче паллӑ тӑвакан Пӗтӗм тӗнчери культура Кунӗнче уçсан питӗ те аван пулмалла.
Сăнӳкерчӗксем:https://gossov.tatarstan.ru
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев