Патшалăх Канашӗн иртнӗ эрнери пӗлтерӗшлӗ тӗлпулăвӗсенчен пӗри вырăнти хăйтытăмлăхпа çыхăннă
Вулакансем Тутарстан Республики РФ Патшалăх Думи çӗршывра пӗр шайлă власть тытăмне туса хума закон проектне тăратсан пирӗн парламентарисем ăна йышăнманнине илтмен мар. Нумайччене пычӗ çак ӗç. Çапах та ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗсем закона тӳрлетӳсемпе улшăнусем кӗртме пултарчӗç пултарчӗçех.
ТР Патшалăх Канашӗн иртнӗ эрнери пӗлтерӗшлӗ ӗçӗсен шутне декабрӗн 18-мӗшӗнче Патшалӑх Канашӗн Председателӗ Фарид Мухаметшин РФ Федераллă Пухăвӗн Федераци Канашӗн конституци законӗсемпе тата патшалӑх строительствин комитечӗн председателӗпе Андрей Клишаспа тӗл пулнине кӗртмелле. Тӗлпулу республика парламенчӗн çуртӗнче иртрӗ.
Вулакансем Тутарстан Республики РФ Патшалăх Думи çӗршывра пӗр шайлă власть тытăмне туса хума закон проектне тăратсан пирӗн парламентарисем ăна йышăнманнине илтмен мар. Нумайччене пычӗ çак ӗç. Çапах та ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗсем закона тӳрлетӳсемпе улшăнусем кӗртме пултарчӗç пултарчӗçех. Çапла майпа Тутарстанра икӗ шайлă власть тытăмӗ сыхланса юлчӗ. Парламентарисен шучӗпе, ку яллă районсен аталнăвӗшӗн питӗ те пӗлтерӗшлӗ.
Ӗçлӗ тӗлпулура парламентарисем вырӑнти хӑйтытӑмлӑх сферинчи çӗнӗ законсене сӳтсе явнă. Вӗсем пӗрлехи власть системинчи вырӑнти хӑйтытӑмлӑх çинчен калакан федераци законӗ вăя кӗнипе çыхăннă. Калас пулать, асӑннӑ закона хатӗрленӗ чухне ТР Патшалӑх Канашӗн депутачӗсен сӗнӗвӗсене шута илнӗ.
Тутарстан пуçарӑвӗпе федераци законне пӗлтерӗшлӗ улшӑнусем кӗртнӗ. Вӗсемпе килӗшӳллӗн, пур çӗрте те пӗр шайлӑ власть тытăмне кӗртес вырӑнне регионсене хăйсене тытăма суйлама ирӗк панă: пӗр шайлӑ тытӑма куçас е икӗ шайлӑ тытӑмах упрас хăварассине. Çапла майпа ял тата хула тӑрӑхӗсенче вырӑнти хӑйтытӑмлӑха упраса хӑварнӑ.
Ку енӗпе 2027 çулччен регионăн тата муниципалитетсен нормативлӑ акчӗсене адаптацилес енӗпе пысӑк ӗçсем тумалла пулать. Ун валли ӗç ушкӑнӗсемпе комиссисем туса хунӑ та ӗнтӗ, çул карттисене çирӗплетнӗ. Çак ӗçе Тутарстан та активлă хутшӑннӑ.
Андрей Клишас, хӑй енчен, Патшалӑх Думин сенаторӗсемпе депутачӗсем ку вăхăтра мӗнле закон проекчӗсемпе ӗçленине палăртса хăварнă.
Çак кунах РФ Федераллă Пухăвӗн Федераци Канашӗн конституци законӗсемпе тата патшалӑх строительствин комитечӗн председателӗпе Андрей Клишас ӗçлӗ çул çӳревпе Хусанта пулса Тутарстан Республикин Муниципаллӑ йӗркеленӗвӗсен канашӗн XX съезчӗн ӗçне хутшӑннă.
Калас пулать, муниципаллă йӗркеленӳсен съезчӗ çулсерен иртет. кăçал унта пӗтӗмпе 1360 делегатпа чӗннӗ хăна хутшăнчӗ. Çавсен шутӗнче муниципаллă йӗркеленӳсен 956 пуçлăхӗ, республика влаçӗн представителӗсем, СВО-на хутшăннисем, вырăнти хăйтытăмлăхсен ветеранӗсем, обществăлла организацисен ертӳçисем.
Сăнӳкерчӗксем: https://gossov.tatarstan.ru
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев