Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Паян Асăнупа хурлану кунӗ

2006 çултан пуçласа çуллен июнӗн 22-мӗшӗнче «Асăну çурти» акцие Раççейри 1200 ытла хула хутшăнать. Çав шутра Хусан та. Тăван çӗршывăн, халăхăн ирӗклӗхӗшӗн совет çынни пурнăçне хӗрхенмен. Лăпкăн çывăр, мăнаçлă та паттăр совет салтакӗ, фашист умӗнче чӗркуçленмен совет çынни...

1941 çулхи июнӗн 22-мӗшӗ Раççейӗн чи хурлăхлă кунӗсенчен пӗри, 77 çул каялла ирхине 4 сехетре фашистла Германи пирӗн çӗршыв çине вăрă-хурахла тапăннă. Историри чи хăрушă Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи 1418 кунпа çӗр тăсăлнă. Пӗтӗмпе 26,6 миллион çыннăн пурнăçне вăхăтсăр татнă вăл. Вӗсенчен 8,7 миллионӗ вăрçă хирӗсенче выртса юлнă, 7,42 миллионне фашистсем оккупациленӗ территорисенче ятарласа вӗлернӗ, 4,1 миллионӗ оккупаци режимне чăтайманнипе çут тӗнчерен уйрăлнă, 2,16 миллионӗ тыткăнра вилнӗ, хыпарсăр çухалнă салтаксен чăн шучӗ вара халӗ те татăклăн паллă мар.

Тăван çӗршывăн, халăхăн ирӗклӗхӗшӗн Совет çынни пурнăçне хӗрхенмен. Çӗнтерӗве вăрçă хирӗнче кăна мар, тылра та çывхартнă. Çӗре çити пуç тайса тав тăватпăр мăнаçлă та паттăр совет салтакне.

Раççей çыннисем июнӗн 22-мӗшне çуллен пӗр минут шăп тăрса тата чиркӳсем чан сасси парса асăнаççӗ. Паллă мар салтак палăкӗ тата ӗмӗрхи çулăм умне чечек хураççӗ. Çӗршывра патриотизм акцийӗсем иртеççӗ. Вӗсенчен пӗри – «Асăну çурти». 2006 çултан пуçласа çуллен çак акцие Раççейри 1200 ытла хула хутшăнать. Лăпкăн çывăр, тăван, юлташ, хурăнташ! Эпир сире манман.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество