Пётр Николаевичпа Галина Алексеевна НИКИТИНСЕМ çемье çавăрнăранпа 50 çул
Тӗп хыпар

Пётр Николаевичпа Галина Алексеевна НИКИТИНСЕМ çемье çавăрнăранпа 50 çул

Аксу районӗнчи Çӗньял ялӗнче пурăнакан Пётр Николаевичпа Галина Алексеевна НИКИТИНСЕМ çемье çавăрнăранпа мартăн 19-мӗшӗнче 50 çул çитет

Хаклă çыннăмăрсене ылтăн туй ячӗпе ăшшăн  саламлатпăр! Пире çуратса ӳстернӗшӗн, ура çине тăма пулăшнăшăн тав тăватпăр. Эсир пирӗншӗн яланах ырă тӗслӗх. Çур ӗмӗр эсир алла-аллăн утатăр, пӗр-пӗрне ăнланма, хисеплеме пӗлетӗр, çемье ăшшине упратăр. Тӗнчери мӗнпур ырлăха сунатпăр сире. Яланах хаваслă, чунăрсемпе çамрăк пулăр, тăван кил ăшшине упраса нумай-нумай çул пурăнăр. 

Кил тӗрекӗ – атте, чун тӗрекӗ – анне,

Йышăнсамăр тăван ачăрсен саламне.

Сиртен хаклă çынсем урăх çук тӗнчере,

Сирӗн çутă сăнарăр пирӗн чун-чӗрере.

Ывăлӗсемпе кинӗсем, хӗрӗпе кӗрӳшӗ, мăнукӗсем. 


Нет комментариев