Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Ҫӗпрел районӗнче чӑвашла рокировка

Чӑваш заместительне чӑвашпах ылмаштарни районти наци политикине тӗрӗс тытса пынине палӑртать

Августӑн 7-мӗшӗнче Ҫӗпрел районӗн депутачӗсен канашлӑвӗнче икӗ тӗп ыйтӑва пӑхса тухнӑ. Пухӑва район ертӳҫи Марат Гафаров ертсе пынӑ. Пӗрремӗш ыйту – Алексей Сарафановӑн район пуҫлӑхӗн ҫумӗнчен кӑларма ыйтса ҫырнӑ заявленине пӑхса тухасси. Аса илтеретпӗр, Алексей Иванович Ҫӗпрел районӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗнче 2011 ҫултанпа ӗҫлерӗ. Район ҫыннисем "Сувар" хаҫата ҫырӑнччӗр тесе нумай тӑрӑшрӗ, тавтапуҫ ӑна. Анчах вӑхӑт малалла чӗнет, кӑҫал Упире иртнӗ Акатуй хыҫҫӑн вӑл хӑй должноҫӗнчен отставкӑна кайма шутланӑ. 

Марат Гафаров пухура Алексей Сарафанов ӗҫӗ ҫинчен лайӑх сӑмахсем каланӑ. Депутатсем ӑна тӑвӑллӑн алӑ ҫупса тав тунӑ. 

Пушаннӑ вырӑна район ертӳҫи Упи ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ пулса ӗҫлекен Алексей Ярухина сӗннӗ. Пирӗн хаҫат вулаканӗсем ӑна лайӑх пӗлеҫҫӗ, 1999 ҫултанпа вӑл ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ пулса тӑрӑшать. Уҫӑ сасӑлавра Ярухинӑн кандидатурине депутатсем ырланӑ.

Ҫӗпрел районӗнчи Чӑваш наципе культура центрне ертсе пыракан Алексей Ярухина ҫӗнӗ вырӑнта ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тума сунатпӑр.

Алексей Сарафанов ӑҫта ӗçлеме вырнаҫни хальлӗхе паллӑ мар.

"Тӑван ен" хаҫат сайтӗнчи тата А.Наумов сӑнӳкерчӗкӗсем

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Комментарии

  • аватар Без имени

    0

    0

    Алексей Иванович Сарафанов хăй вырăнӗнчеччӗ, ăслă, интеллигент, чăн-чăн чăваш, патриот. Мӗнпе юраймарӗ-ши районăн вăхăтлăха кăна килнӗ çӗнӗ ертӳçине? Шел, питӗ шел...

    Теги: Дрожжаное