Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Пушар хуралӗ асӑрхаттарать

Астӑвӑр: пушар хӑйпе-хӑй тухмасть. Унӑн сӑлтавӗ – ҫынсен сӳрӗклӗхӗ тата вутпа асӑрханмасӑр усӑ курни

Раҫҫей МЧС-ӗн Тутарстан Республикинчи Тӗп управленийӗ ҫынсене ачасене хваттерсенче хӑйсене кӑна хӑвармалла марри ҫинчен асӑрхаттарса калать.

Уйрӑмах пӗчӗккисене хӑйсене кӑна питӗрсе хӑварни хӑрушӑ. Вут хыпса илес пулсан вӗсем  ҫунакан пӳлӗмрен хӑй тӗллӗн тухаймаҫҫӗ.
Астӑвӑр: ачана вутпа выляма юраманни ҫинчен аслисен ӑнлантарсах тӑмалла.
Ачӑрсен хӑрушсӑрлӑхӗ пирки шутламасӑр ан тӑрӑр. Вӗсене пушар вӑхӑтӗнче пӳлӗмрен тӳрех тухмаллине вӗрентӗр. Пултараяҫҫӗ пулсан 112 номерпе шӑнкӑравласа ҫӑлакансене чӗнччӗр.
Эсир хӑвӑр вутран асӑрхансан, сирӗн ачӑрсем те ҫаплах тӑвӗҫ.
Астӑвӑр: пушар хӑйпе-хӑй тухмасть. Унӑн сӑлтавӗ – ҫынсен сӳрӗклӗхӗ тата вутпа асӑрханмасӑр усӑ курни. Хӗрӗнкӗ чух этем мӗн тунине тӗплӗн ӑнлансах ҫитереймест, ҫавӑнпа ытти ҫын пурнӑҫӗшӗн те яваплӑ пулма пултараймасть.
2019 ҫулхи декабрӗн 20-мӗшӗнчен пуҫласа 2020 ҫулхи январӗн 8-мӗшӗччен республикӑра 1-3 класлӑ пиротехника япалисене усӑ курассипе ятарлӑ пушара хирӗҫ режим вӑя кӗрет. Ҫак палӑртнӑ вырӑнсенче ҫеҫ усӑ курма юракан ҫутӑ-ҫатӑ шутне "бенгальский огонь" текен ҫуртасем тата хлопушкӑсем кӑна кӗмеҫҫӗ.
 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев