Пушкăртстанра чăваш çамрăкӗсем пуçтарăннă
Тӗп хыпар

Пушкăртстанра чăваш çамрăкӗсем пуçтарăннă

Пелепей районĕнчи чăваш наципе культура автономийĕ Раççейри Çамрăксен ĕçӗсен федераллă агентстви, Пелепей район администрацийĕ тата РФ Чăвашсен федераллă наципе культура автономийӗ пулăшнипе август уйăхĕн 22-24-мĕшĕсенче Пушкăртстанра Раççейри чăваш çамрăкĕсен иккĕмĕш форумне ирттерет.

Форум паян, август уйăхĕн 22-мĕшĕнче, 11.00 сехетре Ĕпхӳри Пушкăрт патшалăх медицина университечĕнче (Ленин урамĕ, 3-мĕш çурт) пуçланнă. Августăн 23-мӗшӗнче форум хăнисем Пелепей тăрăхĕпе паллашĕç, вилĕмсĕр «Нарспи» поэма авторĕн тăван ялне, Слакпуçа çитсе курӗç.


форум

Нет комментариев