Рустам Минниханов: «Раççейпе Китай компанийӗсен хушшинче ӗçлӗ, усăллă килӗшӳсем тăвасса кӗтетпӗр»
Паян, ноябрӗн 14-мӗшӗнче, «Казань Экспо» халăхсен хушшинчи курав центрӗнче «РОСТКИ: Россия и Китай — взаимовыгодное сотрудничество» бизнес-форум тата Russia — China Expo курав уçăлчӗ.
Паян, ноябрӗн 14-мӗшӗнче, «Казань Экспо» халăхсен хушшинчи курав центрӗнче «РОСТКИ: Россия и Китай — взаимовыгодное сотрудничество» бизнес-форум тата Russia — China Expo курав уçăлчӗ.
Курав центрӗн анлă павильонӗсенче Раççей регионӗсен, Китай провинцийӗсен тата Китай Халăх Республикин корпорацийӗсемпе, паллах, Тутарстанăн предприятийӗсемпе паллашма пулчӗ.
Курава уçнă çӗре ТР Раисӗ Рустам Минниханов, Киров облаçӗн кӗпӗрнаттăрӗ Александр Соколов, Синьцзян-Уйгур автономи районӗн КПК комитечӗн секретарь çумӗ Хэ Чжунъю, Китай провинцийӗн представителӗсем хутшăнчӗç.
«Китайран килнӗ хамăрăн партнерсене йыхрава йышăннăшăн тав тăватпăр. Раççей Федерацийӗпе Китай Халăх Республикин патшалăх пуçлăхӗсен тăрăшăвне пула пирӗн паян регионсен шайӗнче те активлă хутшăнма май пур», — çакăн пек сăмахсемпе пуçларӗ саламлă калаçăвне ТР Раисӗ Рустам Минниханов.
Октябрь вӗçӗнче БРИКС саммичӗ иртнине, унта КХР Председателӗ Си Цзиньпин хăй пысăк делегаципе килнине асăнса ку çӗршывсен хутшăнăвӗсемшӗн пӗлтерӗшлӗ историлле пулăм пулнине палăртрӗ. «Форум шайӗнче йӗркеленнӗ куравра Раççейпе Китайăн инвестиципе инфраструктура енӗпе пысăк проекчӗсене тăратнă, технологилле йышăнусен хăтлавӗсене хатӗрленӗ. Паллах, эпир форумра Раççейпе Китай компанийӗсен хушшинче ӗçлӗ, усăллă килӗшӳсем тăвасса кӗтетпӗр», — терӗ Рустам Минниханов.
Хэ Чжунъю Раççейпе Китайăн туслă хутшăнăвӗсен историйӗ тахçан ӗлӗк пуçланнине палăртса малашне те пӗр-пӗринпе ăнланса ӗçлемеллине асăрхарӗ. «Паян пирӗн çӗршывсем халăхсен хушшинчи хутшăнусен эффективлă çӗнӗ форматне аталантараççӗ. „РОСТКИ“ форум пирӗн ӗçлӗ çыхăнăва пур енлӗ çирӗплетме пулăшать», — терӗ Хэ Чжунъю господин.
Сăмах калакансем татах та пулчӗç, çавсен шутӗнче Киров облаçӗн кӗпӗрнаттăрӗ Александр Соколов, Сиань хулин Политика консультацийӗн халăх канашӗн Председателӗ Ван Цзидэ.
Саламласа пӗтерсен пурте 10 пин тăваткал метрта вырнаçнă курав экспозицийӗсемпе паллашма утрӗç. Зала кӗнӗ çӗрте упа, барс тата панда кӗлеткисене вырнаçтарса лартнă, Раççей, Китай тата Тутарстан символӗсем ӗнтӗ.
Пӗрремӗш стенд Тутарстанăн тӗрлӗ отраслӗнчи çитӗнӗвӗсемпе паллаштарать. Хăтлава ТР Инвестицилле аталану агентствин ертӳçи Талия Минуллина ирттерчӗ. Унтан делегацисем республикăн нефтехими отраслӗпе паллашрӗç.
Вара черетпе Киров, Волгоград облаçӗсен, Китай провинцийӗсен экспозицийӗсем патне çитрӗç. Китайсем «КАМАЗ» автомашинăсемпе, авточупăва хатӗрленмелли тренажерсемпе интересленчӗç пулсан пирӗннисем каçса кайса Китай автопромӗн çӗнӗ машинисемпе паллашрӗç, руль умне лара-лара пăхрӗç.
Промышленность çитӗнӗвӗсемсӗр пуçне пӗр-пӗрин туризм потенциалӗпе те интересленчӗç. Талия Минуллина хăй енчен совет тапхăрӗнче ӗçленӗ Хусан-Урумчи тӳрӗ авиарейса çӗнӗрен пуçарма сӗнчӗ. Ун сăмахӗпе, ку туризм сферин аталанăвне самай пысăк усă кӳрӗччӗ. Тури Услон районӗнчи «Аква-Вита» санаторипе курорт комплексӗн экспозицине палăртса хăвармалла, лайăх хатӗрленсе килнӗ вӗсем.
Паллах, ку йышши мероприятисем пӗрре те культура программисӗр иртмеççӗ. Павильнора Раççейпе Китай культурипе палаштаракан мероприятисем те çак самантарх иртсе пычӗç. Ал ӗç ăсталăхӗпе тӗрлӗ мастер-классем ӗçлерӗç.
Ирина ТРИФОНОВА.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев