Рустам Минниханов: «Тӗп хаклӑхсен никӗсӗнче - пӗр-пӗрин чӗлхисене, культурисемпе йӑлисене хисеплени»
Оперӑпа балет театрӗн сцени наци культурисен хитре калейдоскопне ҫаврӑнчӗ.
Паян Хусанти М.Джалиль ячӗллӗ Тутар патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри Халӑхсен пӗрлӗхӗн кунне халалланӑ пысӑк уяв мероприятийӗ иртрӗ.
Пӗрремӗш пайӗнче театрӑн бал залӗнче нацисен культурисен сферинче ӗҫлекенсене - фольклор ансамблӗсене, ташӑ-юрӑ ӑстисене, обществӑлла ӗҫченсене чысларӗҫ.
Мероприятин чаплӑ пайне ТР Раисӗ Рустам Минниханов уҫрӗ. Тутарстанра пурӑнакансене уявпа саламласа халӑхсен пӗрлӗхӗ хальхи вӑхӑтра нихҫанхинчен пӗлтерӗшлӗреххине палӑртрӗ.
"Тӑватӑ ӗмӗр каялла пирӗн халӑхсем пӗрлешсе ют ҫӗршывран килнӗ тӑшмансене хирӗҫ тӑнӑ. Вӗсене пурне те тӑван ҫӗршыва юратни пӗрлештернӗ. Паян та тӑшмансем тӗрлӗ тӗнпе пурӑнакан, тӗрлӗ чӗлхепе калаҫакан Раҫҫей халӑхне вӑрҫӑштарса яма тӑнӑ чух пӗрлӗхре туслӑ пурӑнни пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Халӗ те пирӗн ентешсем Донбасра 80 ҫул каялла Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи пекех ҫӗршыв суверенитечӗшӗн тӑраҫҫӗ. Ятарлӑ ҫар операцийӗнче нацизма хирӗҫ тӑраҫҫӗ. Вӗсене, ҫар ҫыннисен ҫемйисене тӗрев пани пирӗн пӗрлӗхе пуринчен те лайӑхрах кӑтартса парать", - терӗ Рустам Минниханов.
Тутарстансене уявпа саламланӑ хыҫҫӑн ТР Раисӗ нацисен культурисене упрассине, аталантарассине пысӑк тӳпе кӗртнисене патшалӑх наградисемпе чысларӗ.
ТР Раисӗн Тавне тивӗҫнисен шутӗнче "Сувар" хаҫатӑн тӗп редакторӗ Ирина Трифонова та пулчӗ. Пӗкӗлмери "Мерчен" халӑх фольклор ансамблӗ республика ертӳҫин аллинчен сертификат илме тивӗҫрӗ.
Малалла мероприяти тӗрлӗ халӑхсен пултарулӑхӗн гала-концерчӗпе тӑсӑлчӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев