Рустам Минниханов: «Вӗрентекен ӗҫӗ чыслӑ та пархатарлӑ»
Паян, октябрӗн 4-мӗшӗнче ТР Раисӗ Рустам Минниханов вӗрентекенсемпе тӗл пулчӗ, патшалӑх наградисемпе чысларӗ. Ҫавсен хушшинче икӗ чӑваш Аслӑ Аксури вӑтам шкул директорӗ Юрий Мутин тата Элмет районӗнче пурӑнакан вӗрентӳ ветеранӗ Владимир Кожуков.
Паян, октябрӗн 4-мӗшӗнче ТР Раисӗ Рустам Минниханов Пӗтӗм тӗнчери вӗрентекенсен кунӗнче педагогика отраслӗн ӗҫченӗсемпе тӗл пулчӗ.
Уяв мероприятийӗ "Корстон" хӑна ҫурчӗпе кану комплексӗнче иртрӗ. Унта республикӑри районсемпе хуласенчен вӗрентӳ сферин, муниципаллӑ йӗркеленӳсен администрацийӗн представителӗсем пуҫтарӑнчӗҫ. Мероприяти театрализациленӗ прологпа пуҫланчӗ.
Уяв ячӗпе вӗрентекенсене видеорежим майӗпе РФ Ҫутӗҫ министрӗ Сергей Кравцов саламларӗ. "Шкул вӑл пурнӑҫ фундаменчӗ. Ҫакӑнта характер йӗркеленет, талантсем уҫӑлаҫҫӗ, ӗмӗтсем ҫуралаҫҫӗ. Ҫак тӗнче варринче эсир - учительсем. Сирӗн мисси пӗлтерӗшлӗ те пархатарлӑ. Эсир пӗлӳ кӑна памастӑр. Эсир шухӑшлама, туйма, яваплӑ та тӳрӗ кӑмӑллӑ пулма вӗрентетӗр. Эсир ачасене хӑйсен ҫулне тупма пулӑшатӑр. Педагог авторитечӗ ӳссе пынине те куратпӑр. Шкулсене талантлӑ та пултаруллӑ педагогсем килеҫҫӗ.
Кӑҫал педагогика аслӑ шкулӗсене конкурс пысӑк пулни те ҫавнах калать. Пӗр вырӑна 12 ҫын. Ку сирӗн пӗрлехи ҫитӗнӳ", - тенӗ Сергей Кравцов.
Рустам Минниханов вӗрентекенсене уявпа саламласа вӗсен ӗҫӗн пысӑк пӗлтерӗшне палӑртрӗ. "Сирӗн професси вӑл пӗтӗм ырӑ кӑмӑлпа чуна парса ӗҫлемелли призвани. Республикӑшӑн вӗрентӳ сферин системине аталантарасси яланах приоритетлӑ пулнӑ. Эпир вӗренме тата вӗрентме лайӑх условисем тума тӑрӑшатпӑр. Шкулсене, ача сачӗсене тӑватпӑр, тӗпрен юсатпӑр. Пурлӑхпа техника базине ҫӗнететпӗр, учительсене социаллӑ пулӑшупа тивӗҫтерме пуҫарусем йышӑнатпӑр", - терӗ ТР Раисӗ.
Рустам Минниханов республика олимпиада ҫӗнтерӳҫисемпе Раҫҫейре лидерсен шутӗнче пулнине те асӑнса хӑварчӗ. Тутарстан ачисем Раҫҫей, Халӑхсен хушшинчи Олимпиадӑсенче призерсем пулаҫҫӗ. Ҫакна республика ертӳҫи педагогсен кӑтартуллӑ ӗҫӗ тесе палӑртрӗ.
Уяв мероприятийӗ вӗрентӳ ӗҫӗнче пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑ педагогсене патшалӑх наградисемпе чысланипе вӗҫленчӗ.
Нумай вӗрентекен ТР тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ ята тивӗҫрӗ. Ҫавсен хушшинче чӑваш учителӗсем те. ТР тава тивӗҫлӗ вӗрентекен ятне Ҫӗпрел районӗнчи Аслӑ Аксури вӑтам шкул директорӗ Юрий Сергеевич Мутин тивӗҫрӗ. Юрий Мутинӑн педагог стажӗ пысӑк. Тивӗҫӗсем пысӑк. Унӑн вӗренекенӗсен хушшинче Олимпиада, тӗрлӗ наука конференцийӗсен ҫӗнтерӳҫисем нумай. Вӑл ертсе пынипе шкул пысӑк ҫитӗнӳсем тӑвать, вӗренӳ кӑтартӑвӗсемпе шкул районта лидерсен шутӗнче.
Элмет районӗнчи Ерӗспел ялӗнче нумай ҫулсем шкул директорӗ пулса ӗҫленӗ Владимир Григорьевич Кожукова та патшалӑх наградипе чысларӗ Рустам Минниханов.
Саламлатпӑр пултаруллӑ вӗрентекенсене ҫак пысӑк наградӑсемпе!
Ҫак кунах ТР Раисӗ Рустам Минниханов 1900 ҫулта уҫӑлнӑ вӗрентекенсен ҫуртне кайса курчӗ. Ӑна реконструкцилесе историлле сӑн-сӑпатне тавӑрнӑ. Ҫуртпа Хусан мэрӗ Ильсур Метшинпа ТР вӗрентӳпе наука министрӗ Ильсур Хадиуллин паллаштарчӗҫ.
Сӑнӳкерчӗк ТР Раисӗн официаллӑ сайтӗнчен.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев