Сентябрӗн 5-мӗшӗнче Хусанта XXI «Алтын минбар» кинофестиваль уçăлать
Мӗнле программа кӗтет кăçал куракана, хӗрлӗ кавирпе утма мӗнле çăлтăрсем килеççӗ, кинофестиваль витӗмӗпе иртекен картинăсене хăш-хăш кинотеатрсене кайса курма пулать ?
Ытларикун «Татар-информ» информаци агентствинче иртнӗ пресс-конференцире çак ыйтусем çине хуравларӗç. ТР культура министрӗн çумӗ Дамир Натфуллин, ТР «Татаркино» ПБКУ директорӗ Миляуша Айтуганова, Турци, Казахстан, Кăркăс Республикисен Хусанти генеральнăй консулӗсем Угур Йылназ, Ерлан Искаков, Эрик Бейшембиев, «Май 44-го года» фильм режиссёрӗ Александр Долматов тата çак кинора тӗп роле вылянă актриса Резеда Саляхова хутшăнчӗç унта.
Кинофестивале хутшăнма кăçал 67 çӗршыв заявка панă: Инди, Раççей, Казахстан, Индонези, Арабсен Пӗрлешӳллӗ Эмирачӗсем, Бангладеш, Сенегал, Кăркăсстан, Иран, Узбекистан, Тунис, Ирак, Беларусь, Сауд Аравийӗ, Азербайджан, Китай, Турци, Германи, Марокко, Черногори тата ытти çӗршывсем. Пӗтӗмпе 845 фильм пăхса тухма тӳр килнӗ фестивале йышăнакан комиссин.
«Алтын минбар» программи яланхи пекех интереслӗ, пуян. Кăçал фестиваль иртекен вырăнсем анлăрах –«Мир», «Родина» кинотеатрсенче, Кремлӗн «Присутственные места» картишӗнче пӗлтӗр те фильмсем пулнăччӗ, кăçал та кăтартӗç. Фестиваль хăнисем, унта хутшăнакансем кăçал та «Ногай» хăна çуртӗнче пурăнаççӗ тата тепӗр вырăн – Хусан Патшалăх Культура институчӗ. Унта икӗ питчинг ирттерме палăртнă. Компанисен представителӗсем, дистрибьютерсем пулӗç унта. Фестивале хутшăнакан çӗршывсен тата ятарлă çар операцине хутшăннисем çинчен ӳкерме хатӗрленекен кинолентăсене (20 заявка) тăратнă. Миляуша Лябибовна уйрăм проектсенчен ятарлă çар операцине халалланă сериал ӳкерес кăмăлӗ пуррине пытармарӗ журналистсенчен.
Конкурса тăратнă фильмсене 2024 çулта тӳлесе кӗртрӗç. Унччен ирӗклӗн пăхма пулнă сеанссене мӗншӗн тӳлесе кӗнине кăçал пӗлтӗмӗр – хăш-пӗр картинăсене пăхас текенсем йышлă пулнипе çакăн пек мерăсем йышăннă иккен. 2022 çулта чăнах та «Ибн Фадлан» (реж. А.Мухаметзянов) фильма пăхас текенсем йышлăччӗ, темиçе залра кăтартма тивнӗччӗ. Анчах картинисен сеансӗсене тӳлевлӗ тунине конкурса тăратнă фильмсен режиссерӗсем хирӗçленӗ– автор прависене пăсни пулать имӗш.
Çаксене шута илсе кăçал конкурс картинисене тӳлевсӗрех пăхма пулать, анчах «Алтын минбар» сайтӗнче е кинотеатр кассинче регистраци иртмелле. Çакна та каласа хăвармалла, «Родина» кинотеатрсен сетӗнче тӳлевсӗр регистраципе иртме çук, ячӗшӗн те пулин укçа тӳлемеллех – 1 тенкӗ ыйтать система регистраци иртнӗ чух. Халиччен прокатра пулнă тутар фильмӗсене укçа тӳлесе кӗме тивет.
Пресс-конференцие пынă консулсем кашни хăйӗн çӗршывӗн картинисем çинчен каласа пачӗç тата Казахстан, Кăркăсстан, Турци, Африка киновӗсен кунӗсем пулассине пӗлтерчӗç.
Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче çӗнтернӗренпе 80 çул çитнине халалланă фильмсем те пулаççӗ конкурсра, вӗсенчен пӗри – Нурихан Фатих хайлавӗпе ӳкернӗ «Май 44-го» илемлӗ фильм. Вăл кăçал XXI «Алтын минбар» кинофестивале уçать. Казахсен «Эвакуация» (реж. Ф.Шарипов) картини те 1941 –1945 вăрçă çулӗсем çинчен. Кинофестивалӗн ӗç йӗрки çинчен çырнă май кинофестивале уçнă чух хӗрлӗ кавирпе утакан çăлтăрсен ячӗсене асăнмаллах.
Кама кӗтме тухатпăр Хади Такташ урамӗнчи Камал театрӗ умне?
Вӗсем: опера çăлтăрӗ Любовь Казарновская, Елена Цыплакова, Константин Раскатов, Даяна Гудс, Нафиса Хайруллина, Равиль Шарафиев, Резеда Саляхова, Ирек Хафизов тата ыттисем. (Автор сăнӳкерчӗкӗ).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев