Строительство комплексӗ республика аталанăвӗн тӗп локомотивӗсенчен пӗри
Паян, январӗн 20-мӗшӗнче, Б.Рамеев ячӗллӗ ИТ-паркра ТР Строительствăпа архитектура тата ÇКХ министерствин коллегийӗ иртрӗ.
2025 çулта Тутарстанăн коммуналлӑ хуçалӑх сферинче «Инфраструктура для жизни» наци проекчӗ шайӗнче пурӗ 11 муниципалитетăн 47 объектӗнче ӗçсене вӗçленӗ. Инженери сечӗсен 135 ытла километрне юсаса çӗнетнӗ. Кун пирки ведомствӑн пӗтӗмлетӳ коллегийӗнче ТР строительство министрӗ Марат Айзатуллин пӗлтерчӗ.
ТР Строительствăпа архитектура тата ÇКХ министерствин коллегийӗ Б.Рамеев ячӗллӗ ИТ-паркра иртрӗ. Унта РФ строительствăпа ÇКХ министрӗ Ирек Файзуллин, ТР Раисӗ Рустам Минниханов, патшалăх власть органӗсен представителӗсем, министерствосемпе ведомствосен ертӳçисем хутшăнчӗç.

Министр палăртнă тăрăх, строительство комплексӗ Тутарстан экономикин локомотивӗсенчен пӗри пулса тăрать. Хальхи çăмăл мар лару-тăрура та ун кăтартăвӗсем лайăх. 2025 çулта 3 миллион та 515 пин тăваткал метр пурăнмалли çурт-йӗр хута кайнă. Республика историйӗшӗн те рекордлă кăтарту. РФ Строительство министерствипе «Жилье» регион проекчӗ пирки килӗшӳ тунă тăрăх ку кăтартăва 2028 çулта кăна çитме палăртнă пулнă. 2026 çулта вара планпа 3 миллион та 175 пин тăваткал метр çурт-йӗр хута ямалла.
Кăçала 6 миллион та 159 тăваткал метр чухлӗ нумай хваттерлӗ çуртсене тума 654 разрешени панă. Çурт-йӗр рынокӗн кăтартăвӗсене илес пулсан, иртнӗ çулăн иккӗмӗш çурринче сутас шай ӳснӗ, 31 процент таран.
Республика умӗнче тăракан тепӗр çивӗч ыйту вăл – коммуналлă инфраструктурăна çӗнетесси. Шыв, канализаци пăрăхӗсен 70 процентне тӗпрен улăштарма вăхăт çитнӗ. Кун пирки республика ертӳçи пӗрре мар каланă. Хӗл вăхăтӗнче уйрăмах чăрмав кӳреççӗ юрăхсăра тухнă пăрăхсем. Çак кунсенче кăна Хусанти Карбышев урамӗ çырмана çаврăнчӗ шыв тапса тухнипе. Майпен ку ӗç те малалла пырать.
«Коммуналлӑ инфратытӑма çӗнетесси регионӑн приоритетлӑ тӗллевӗсенчен пӗри. Инженери сечӗсем юрăхсăра тухнине чарассин тӗп инструменчӗсенчен пӗри – «Коммуналлӑ инфраструктурӑн модернизацийӗ» программа, ӑна пурнăçлама пӗлтӗр 4,73 миллиард тенкӗ уйӑрнӑ», – терӗ Айзатуллин.
ТР Раисӗ Рустам Минниханов пуçарăвӗпе Федераци программипе пӗрле республика программи те хута кайнă. Унпа килӗшӳллӗн асăннă ӗçсене пурнăçлама 8,5 миллард тенке уйăрнă. Ку укçа-тенкӗпе 121 объекта тӗпрен юсама палăртнă. Çапла майпа паяна сетьсен 284 километрне улӑштарнӑ.

Çулталӑк хушшинче республика тата инвестици программисене пула 45 муниципалитетра 168 объекта реконструкцилесе, çӗнетсе сетьсен пӗтӗмӗшле вăрăмăшӗн 680 километрне улăштарнă. Ку регионти сетьсен пӗтӗмӗшле вăрăмăшӗн 2,5 проценчӗпе танлашать.
«Пирӗн тӗллев – çулсерен сетьсене 3 процентран кая мар çӗнетесси», - терӗ министр.
Çитӗнӳсен шутне министр Джалиль поселокне ӑшӑпа тивӗçтерессине пуçӗпех пурнăçланине кӗртрӗ. Вăл поселокра пурăнакансен пурнăç пахалăхне ӳстерме май парса инфраструктура аталанăвӗн стратегилле пӗлтерӗшлӗ утăмӗ пулса тăнă. Куюки ялӗнче те шыв пăрăхӗсене юсас ӗçсем вӗçленнӗ. Чистайра шывпа тивӗçтерес системăна реконструкциленӗ. Кӑçал Азнакайра вӗри шывпа тивӗçтерекен ӑшӑ сечӗсене çӗнетме палӑртнӑ.
Тухса калаçакансен шутӗнче ТР Тавралăха планлассин институчӗн директорӗ Олег Григорьев (институт ӗçӗсемпе планӗсем çинчен), Анат Кама район пуçлăхӗ Радмир Беляев (ÇКХ сферин цифровизацийӗ çинчен), ТР Наукăсен академийӗн президенчӗ Рифкат Минниханов (строительство комплексӗн аталанăвӗн наука никӗсӗ пирки) пулчӗç.

Ирек Файзуллин ТР Раисӗ ертсе пыракан Патшалăх Канашӗн «Инфраструктура для жизни» комиссийӗ пысăк ӗçсем туса пынине, республикăн строительство комплексӗн çитӗнӗвӗсене палăртрӗ. Лисичанскпа Рубежный хулисене çӗнетессипе пысăк ӗçсем туса пынăшăн уйрăммăн тав турӗ.

Рустам Минниханов 2025 çулта отрасльте 48 республика программи, 7 нацпроект, 4 патшалăх программи тата программăна кӗмен мероприятисем пӗтӗмпе 166 миллиард тенкӗлӗх пурнăçланнине палăртрӗ. Вӗсем пурӗ 3900 объекта çӗнӗрен тума тата тӗпрен юсама май панă. Ун сăмахӗпе, кăçала 50 программа, 5 нацпроект тата 3 патшалăх программи пурнăçлама йышăннă.
Сăнӳкерчӗк https://minstroy.tatarstan.ru сайтран.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев