Сувар

г. Казань

16+
Тӗп хыпар

Шулӗксем çӗнӗ схемăпа улталаççӗ – асăрханăр!

Шулӗксем çынсене улталас тесе мӗн кăна шутласа кăлармаççӗ. Халӗ вӗсем пӗр-пӗр çын патне шăнкăравласан хăйсене Раççей Почтин е заказсене паракан пункт ӗçченӗ тесе ӗнентересшӗн иккен. ТР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтернӗ тăрăх, аферистсем çынсем патне шăнкăравлаççӗ те çыхăну уйрăмне вӗсен ячӗпе посылка килнине пӗлтереççӗ, ăна килех çитерсе пама сӗнеççӗ. Анчах та малтан смс-сообщенипе килекен кода каламалла-мӗн.

Малалла калаçăва Патшалăх услугисен порталӗн, Тӗп банкăн тата йӗрке хуралӗн ӗçченӗсем хутшăнаççӗ. Вӗсем трубка тытнă çынна порталти учетлă записьне шулӗксем çӗмӗрнине, ун ячӗпе кредит илнине, çав кредит укçине пирӗн çӗршывра юраман организацисене панине, çак саккунсăр ӗçе тунă банк ӗçченӗсене тытса чарасшăн пулнине калаççӗ. Çакăн хыççăн шăнкăравлакансем çӗнӗ кредит илсе укçана «хăрушсăр шут» çине куçарма сӗнеççӗ. 

Анат Кама районӗнче пурăнакан икӗ çын шăп çак схемăпа улталакан шулӗксен серепине лекнӗ те хальхинче: пӗри 24 çулти монтажник, вăл палламан çынсен шучӗ çине 1295000 тенкӗ куçарнă; тепри Камские Поляны хула евӗрлӗ поселокра пурăнакан 67-ри хӗрарăм, вăл шулӗксене 560 пин ытла тенкӗ парнеленӗ. 

Раççей ШӖМӗн Анат Кама районӗнчи Управленийӗ çак фактсене шута илсе уголовнăй ӗç пуçарнă. 

«Татар-информ» ИА сăнӳкерчӗкӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: мошенники #ОсторожноМошенники схема обмана