Теччӗ вӗренекенӗ çӗнтерчӗ
Вырăс, тутар, чăваш, мари, мордва, удмурт, иврит чӗлхисене вӗрентекенсен хушшинче «Тăван чӗлхе» Пӗтӗм Раççей конкурсӗн финалӗ Хусанта мартăн 26-28-мӗшӗсенче иртрӗ. Аса илтеретпӗр, ку конкурс 2014 çултанпа çуллен иртет. Республикăри чăваш чӗлхипе литература вӗрентекенӗсем кăçал та хастар хутшăнса хăйсен пултарулăхне кăтартрӗç. Яланхи пекех конкурс икӗ тапхăрпа иртрӗ. Пӗрремӗшӗ куçăн мар майпа...
Вырăс, тутар, чăваш, мари, мордва, удмурт, иврит чӗлхисене вӗрентекенсен хушшинче «Тăван чӗлхе» Пӗтӗм Раççей конкурсӗн финалӗ Хусанта мартăн 26-28-мӗшӗсенче иртрӗ. Аса илтеретпӗр, ку конкурс 2014 çултанпа çуллен иртет. Республикăри чăваш чӗлхипе литература вӗрентекенӗсем кăçал та хастар хутшăнса хăйсен пултарулăхне кăтартрӗç.
Яланхи пекех конкурс икӗ тапхăрпа иртрӗ. Пӗрремӗшӗ куçăн мар майпа пулчӗ, конкурсантсем эссе тата урок планне ярса памаллаччӗ. Çапла вара финала чи вăйлă педагогсем кăна тухайрӗç. Тутарстанран вӗсем пӗтӗмпе 36-ăн, Раççей субъекчӗсенчен 12-ӗн пулчӗç.
Финалистсем Хусанти 27-мӗш номерлӗ гимназире урок ирттерсе хăйсен методикипе паллаштарчӗç. Чăвашсем конкурса питӗ лайăх хатӗрленсе килни курăнчӗ. Вӗсем пысăк балсем пухса палăрчӗç. Мари, удмурт, мордва, иврит тата чăваш чӗлхи вӗрентекенӗсен хушшинче пӗрремӗш вырăна хальхинче Теччӗ районӗнчи Пухтел шкулӗн чăваш чӗлхипе литература вӗрентекенӗ Алена Николаевна Торгашова пӗрремӗш вырăна тухрӗ. Анат Камăри 34-мӗш гимнази-интернат вӗрентекенӗ Людмила Петровна Ильгузина лауреат, Лениногорскри Çӗнӗ Шешкел вӗрентекенӗ Марина Гигорьевна Кузьминапа Элкел районӗнчи Сиктӗрме-Хусанкай шкулӗн вӗрентекенӗ Наталья Николаевна Чернова номинацисене тивӗçрӗç. Саламлатпăр! (К. Малышев сăнӳкерчӗкӗ).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев