Сувар

г. Казань

16+
Тӗп хыпар

ТР Патшалăх Канашӗнче парламент урокӗсемпе иртнӗ семинарта ОБЖ вырăнне çӗнӗ предмет пулассине пӗлтерчӗç

Февралӗн 16 – 28-мӗшӗсенче республикăри мӗнпур шкулта «Ӗçпе те çар паттăрлăхӗпе Тăван çӗршыва чыслатпăр!» парламент урокӗсем пуçланаççӗ.

«Ӗçпе те çар паттăрлăхӗпе Тăван çӗршыва чыслатпăр!» çакăн пек ятпа иртеççӗ кăçалхи парламент урокӗсем Тутарстанра. Вӗсем февралӗн 16 – 28-мӗшӗсенче республикăри мӗнпур шкулта иртӗç.

Анлă çутӗç проекчӗ çуллен ТР Патшалăх Канашӗнче хуласемпе районсенчи вӗрентӳ уйрăмӗсен ертӳçисем, историпе обществознани вӗрентекенӗсен методика пӗрлешӗвӗсем валли семинарпа уçăлать. 2026 çулăн парламент урокӗсем паян – февралӗн 9-мӗшӗнче, хута каяççӗ. Кăçал ăна Тутарстанри Çарпа ӗç паттăрлăхӗн çулталăкне халалланă.

Семинар ӗçне ТР Патшалăх Канашӗн Секретарӗ Лилия Маврина, ТР вӗрентӳпе наука министрӗ Ильсур Хадиуллин, Социаллă политика комитечӗн председателӗ Алексей Созинов, Законлăхпа право йӗрки комитечӗн председатель çумӗ Ринат Фазылов, Вӗрентӳ аталанăвӗн институчӗн ректорӗ Людмила Нугуманова, ХФУн Халăхсен хутшăнăвӗсен, историпе хӗвелтухăç вӗрентӗвӗн институчӗн халăхсен хутшăнăвӗсен, тӗнче политикипе дипломати кафедрин заведующийӗ Андрей Большаков, А.И.Герцен ячӗллӗ Раççей патшалăх педагогика университечӗн Музыка, театрпа хореографи институчӗн профессорӗ, ХФУ  ректорачӗн референчӗ Зилия Явгильдина, аслă шкулсен тата ытти представителӗсем хутшăнчӗç. Семинар ӗçне Вӗрентӳ, культура, наукăпа нацисен ӗçӗсен комитечӗн председатель çумӗ Ирина Терентьева йӗркелесе пычӗ.

Семинарта уроксен темипе методикине сӳтсе яврӗç, чи лайăх практикăсемпе паллашрӗç. Калас пулать, парламент урокӗсем республикăра ТР Патшалăх Канашӗпе Вӗрентӳпе наука министерстви пуçарнипе 2009 çултанпа пурнăçланса пыраççӗ. Çак проект хӳттинче вӗренекенсен творчествăлла ӗçӗсемпе  вӗрентекенсен методика разработкисен конкурсӗ иртет. Ун вăхăчӗ – февралӗн 2-мӗшӗнчен пуçласа мартăн 31-мӗшӗччен. Ирина Терентьева семинара килнисене унта хутшăнма ыйтрӗ. Конкурса апрель уйăхӗнче пӗтӗмлетеççӗ.

Ильсур Хадиуллин республикăри шкулсенче патриотизмпа кăмăл-сипет воспитанийӗпе иртекен мероприятисем çинчен каласа пачӗ. «Парламентра çуллен тӗл пулса вӗренӳ çулӗ вӗçлениччен иртмелли мероприятисене сӳтсе явни питӗ кăмăллă. Кăçалхи парламент урокӗсен теми питӗ актуаллă. Вăл ачасен воспитанийӗпе тӳреммӗн çыхăннă», – терӗ вӗрентӳ министрӗ. Ун сăмахӗпе истори тӗрӗслӗхне, Раççей çар историйӗн еткерне упраса хăварни питӗ пӗлтерӗшлӗ.

Министр шкул программине «Тăван çӗршыва хӳтӗлессипе хăрушсăрлăх никӗсӗ» çӗнӗ предмет кӗнине те аса илтерчӗ. Вăл унччен практикăра пулнă пурнăç хăрушсăрлăхӗн никӗсӗ (ОБЖ) вырăнне пулать. Унпа килӗшӳллӗн 2027 çул вӗçленнӗ çӗре 878 шкула çӗнетнӗ оборудованипе тивӗçтермелле. «Предмет ятӗнче Тăван çӗршыва хӳтӗлес тема уçăлать. Çак предмета вӗрентекен педагогăн пӗлтерӗшӗ ӳсет. Вăл хăвна, обществăна, патшалăха  хӳтӗлеме вӗрентекен çын пулать. Çав шутра ачасемпе çар профессийӗсен хушшинчи посредник те», – ăнлантарчӗ министр.

Андрей Большаков историри паттăрлăхсем çинчен каласа патшалăх йӗркеленӗвӗн шайӗсем, халăхсен хушшинчи политикăн паянхи лару-тăрăвне тимлӗхе илчӗ. Ачасен воспитанийӗ пирки Зилия Явгильдина калаçрӗ.

Семинар ӗçӗ вӗçленсен унта хутшăннисем ТР Патшалăх Канашӗн председателӗпе Фарид Мухаметшинпа тӗл пулчӗç. Парламент пуçлăхӗ çутӗç проекчӗн кирлӗлӗхӗпе Çарпа ӗç паттăрлăхӗн çулталăкӗн пӗлтерӗшӗ пирки каласа республикăра влаçăн мӗнпур шайӗнче пысăк ӗçсем тăвăннине палăртрӗ. Лисичанскпа Рубежное хулисене тăтăшах гуманитари пулăшăвне леçнине асăнчӗ.

«Ачасене сиртен лайăхрах вӗрентсе калакан çук. Сирӗн яваплăхпа ӗç нагрузки питӗ пысăк. Тата эсир паян нихçанхинчен те кирлӗрех. Республикăра та, çӗршывра та çитӗнекен ăрăва вӗрентекенсем тӗп тимлӗхре. Пысăк тав сире чыслă ӗçӗршӗн», – терӗ Фарид Мухаметшин.

Сăнӳкерчӗксем авторăн тата https://gossov.tatarstan.ru сайтран. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Государственный Совет РТ