Тутарстан стенчӗпе чи малтан Оман Султанатăн патша çемйи паллашнă
Тутарстан Раисӗ Рустам Минниханов февралӗн 1-мӗшӗнчен Оман Султанатӗнче ӗçпе тăрать. Çак хушăра республика ертӳçи темиçе ӗçлӗ тӗлпулу ирттерчӗ.
Тутарстан Раисӗ Рустам Минниханов февралӗн 1-мӗшӗнчен Оман Султанатӗнче ӗçпе тăрать. Çак хушăра республика ертӳçи темиçе ӗçлӗ тӗлпулу ирттерчӗ.
Пӗрремӗш тӗлпулу Оманăн Инвестици агентствин ятарлă канашçипе Мульхам Аль-Джарфпа пулнă, пӗлтерет ТР Раисӗн пресс-служби. Рустам Минниханов Раççейпе Оманăн туслă хутшăнăвӗсем Тутарстаншăн уйрăмах пӗлтерӗшлӗ пулнине палăртнă. Республика ертӳçи экономикăпа инвестици çыхăнăвӗсене малалла аталантармаллине палăртса Kazan Forum экономика форумне чӗннӗ. Çывăх вăхăтра Оманра Тутарстан Республикин представителӗ ӗçлеме пуçланине пӗлтернӗ.

Ун хыççăн Рустам Минниханов Турцин суту-илӳ министрӗн çумӗпе Сезай Учармакпа тӗл пулнă. Турци Оманра иртекен экономика форумӗн партнерӗ пулнине палăртса хăвармалла.
Енсем экономика хутшăнăвӗсене сӳтсе явнă хушăра ӗçлӗ çыхăнусен потенциалӗ пысăк пулнине палăртнă. Вӗсен шучӗпе вăл çителӗклӗ шайра мар. Пӗлтӗрхи тавар çаврăнăшӗ 3 миллиард долларпа танлашнă. Анчах вăл самай пысăкрах пулма пултарать.
Кăшт каярах Тутарстан пуçлăхӗ Оманăн Суту-илӳпе промышленность палатин председателӗпе Фейсал Абдулла Аль Раваспа, Султанатăн Экономикăпа ирӗклӗ зонăсен генеральнăй управленийӗн пуçлăхӗпе Оман Кайс бен Мухаммед Аль-Юсефпа курса калаçнă. Рустам Минниханов вӗсене шучӗпе 17-мӗш пулмалли Хусан форумне чӗннӗ.
Февралӗн 2-мӗшӗнче Рустам Минниханов Оманри OMNEX Халăхсен хушшинчи суту-илӳ куравне хутшăнчӗ, пӗлтерет ТР Раисӗн пресс-службин ертӳçи Лилия Галимова. Форум инновацисен, хальхи технологисен тата туризм аталанăвне тӗпе илнӗ.

Тутарстан çак курава пуçласа хутшăнать, çавăнпа ун стенчӗпе кунта интересленсех паллашнă. Курав уçăличчен чи малтан унпа Оманăн патша çемйи паллашнă, çав шутра Саид Фейсал бен Турки бен Махмуд Аль Саид патша тата Этноспортăн пӗтӗм тӗнчери конфедерацийӗн президенчӗ, Турци президенчӗн ывăлӗ Билал Эрдоган.
Курава уçнă церемонире Рустам Минниханов та сăмах илнӗ. Йӗркелӳçӗсене чӗннӗшӗн тав тунă, Тутарстанăн экономикипе паллаштарнă.

Республика хальхи технологисемпе анлă усă курнине, вӗсене мӗнпур сферăна кӗртсе пынине, тӗнчери чи лайăх практикăсене тӗпчесе вӗсене регионра та кӗртсе пынине каланă. Инвесторсемпе ӗçлессине пысăк тимлӗх уйăрнине те асăнса хăварнă. Хусанта Ислам финансӗсен институчӗсем валли бухгалтери учечӗн организацийӗн представительстви уçăлнине пӗлтерсе Оман инвесторӗсене республикăна хăнана «Россия – Исламский мир: KazanForum» экономика мероприятине чӗннӗ.
Сăнӳкерчӗк: https://rais.tatarstan.ru сайтран.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев