Тутарстанри Чăваш наципе культура автономийӗ ятарлă çар операцине хутшăнакансем валли гуманитари пулăшăвӗ ăсатнă
Тутарстанри Чăваш наципе культура автономийӗ çак кунсенче ятарлă çар операцине хутшăнакансем патне 4 тонна ытла гуманитари пулăшăвӗ ăсатнă. Чăваш центрӗ пур пӗр район та хутшăнмасăр юлман çак пархатарлă ӗçе.
ТР ЧНКА председателӗн пӗрремӗш çумӗ Константин Малышев каланă тăрăх, хальхинче хамăр салтаксем валли тумтир, хӗллехи атă-пушмак, гигиена хатӗрӗсем, ӗçмелли шыв, консервăланă тата пылак апат-çимӗç, çав шутра 90 литр пыл, ăсатнă. Акцие йăхташăмăрсем Дмитрий Самаренкин тата Иван Казанков ертсе пыракан предприятисем – Хусанти çу комбиначӗ тата Марий Элти «Звениговский» аш-какай комбиначӗ те хутшăннă – хăйсен продукцине панă.
Республикăри Халăхсен Туслăх Çурчӗн директорӗ Тимур Кадыров Тутарстан чăвашӗсене çӗршыв чысне хӳтӗлекенсене пулăшас тӗлӗшпе хастар пулнăшăн чӗререн тав тунă. «Пулăшу аллине тăсакансем çакăн пек йышлă пулнине курса эпир пирӗн нумай нациллӗ, тӗрлӗ чӗлхепе калаçакан, тӗрлӗ культурăпа пурăнакан çӗршыв вăйлă та пӗрлӗхлӗ пулнине тепӗр хут курса ӗнентӗмӗр. Унта «пирӗннисемпе» «сирӗннисем» çук – вӗсем пурте Тăван çӗршыва хӳтӗлекенсем, кашни халăх хăйӗн чӗлхипе калаçайтăр, малалла аталантăр тесе кӗрешекенсем», – тенӗ Тимур Рафкатович.
ТР ЧНКА пайташӗсем пухăннă япаласене тиесе Нурлата ăсатнă – шăпах унти волонтерсем çитерӗç те пулăшăва кирлӗ çӗре.
Сăнӳкерчӗксем Халăхсен Туслăх Çурчӗн пресс-службин.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев