Ухтияр Тудиярович ИЛЮХИН 75 çул тултарчĕ
Азнакай хулинче пурăнакан хаклă çыннăмăр, «Сувар» хаçатăн штатра тăман хастар авторӗ Ухтияр Тудиярович ИЛЮХИН августăн 1-мӗшӗнче 75 çул тултарчӗ.
Хаклă мăшăра, аттене, асаттене, кукаçее, пиччене сумлă юбилей ячӗпе ăшшăн саламлатпăр! Пурнăç çулӗпе тата нумай-нумай çул утма çирӗп сывлăх, иксӗлми вăй-хал, тулли телей, тӗнчери мӗнпур ыррине сунатпăр. Эпир сана пурте питӗ юрататпăр. Малашне те пӗрре мар юбилей ирттермелле пултăрччӗ.
Юратнă çыннăмăр эс пирӗн,
Эс хаклă пирӗншӗн темрен.
Телейлӗ пурăн ӗмӗр-ӗмӗр,
Мухтав сана чун-чӗререн.
Мăшăрӗ Гульчачак, хӗрӗ Светлана, кӗрӳшӗ Рамиль, ывăлӗ Руслан, кинӗ Лейсан, мăнукӗсем, йăмăкӗсем Ираида, Индира тата Ильгиза.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев