Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Владимир Путин: «патшалăх пуçлăхӗн чи аслă тивӗçӗ – Раççее упрасси тата тăван халăхшăн ӗçлесси»

Паянхи кун историе Владимир Владимирович Путин черетлӗ хутчен Раççей Федерацийӗн Президенчӗн должноçне йышăннипе кӗрсе юлӗ. Майăн 7-мӗшӗнче Мускав Кремлӗн Керменӗнче РФ Президенчӗн инаугурацийӗ иртрӗ. Церемони Раççейӗн Патшалăх ялавне, Президент штандартне, Раççей Конституцине тата Раççей Президенчӗн Паллине Андреев залне чаплă лару-тăрура илсе кӗнипе пуçланчӗ.

Паянхи кун историе Владимир Владимирович Путин черетлӗ хутчен Раççей Федерацийӗн Президенчӗн должноçне йышăннипе кӗрсе юлӗ. Майăн 7-мӗшӗнче Мускав Кремлӗн Керменӗнче РФ Президенчӗн инаугурацийӗ иртрӗ. Церемони Раççейӗн Патшалăх ялавне, Президент штандартне, Раççей Конституцине тата Раççей Президенчӗн Паллине Андреев залне чаплă лару-тăрура илсе кӗнипе пуçланчӗ.

Пӗтӗмпе 2 пине яхăн çын хутшăнчӗ çак мероприятие, çавсен шутӗнче Федераци Канашӗн пайташӗсем, Патшалăх Думин депутачӗсем, РФ Конституци сучӗн судьисем, РФ субъекчӗсен ертӳçисем, власть тытăмӗн ытти ведомствисен пуçлăхӗсемпе представителӗсем хутшăнчӗç. 

Çак лару-тăрура Владимир Путин Раççей халăхне присяга пачӗ. Владимир Путин РФ Президенчӗн должноçне кӗнине Конституци сучӗн Председателӗ Валерий Зорькин пӗлтерчӗ. 

«Хисеплӗ Раççей гражданӗсем! Хаклă туссем! Раççей Президенчӗн должноçне йышăннă торжествăлла та яваплă минутра çӗршывăн регионӗсенче, хамăрăн историлле çӗр çинче пурăнакан Раççей гражданӗсене пурне те Тăван Çӗршывпа пулма ирӗке упраса хăварнăшăн тав тăватăп. 
Хамăрăн Тăван çӗршывшăн ятарлă çар операцине хутшăннă паттăрсем умӗнче пуçăма таятăп. Тепӗр хутчен мана шанса тӗрев панисене тав тăватăп. Тин çеç президент присягине патăм. Унта патшалăх пуçлăхӗн чи аслă тивӗçӗ тытăнса тăрать –  Раççее упрасси тата тăван халăхшăн ӗçлесси. 
Ăнланатăп, ку питӗ те пысăк чыс, тивӗç тата çветтуй парăм. Шăп çакă иртнӗ çулсенчи ӗçӗн тытăмӗ, пӗлтерӗшӗ пулса тăчӗ. Шантарсах калатăп, малашне те Раççей халăхӗн интересӗсем, унăн хăрушсăрлăхӗ маншăн чи хакли пулӗ. 

Миллионшар çыннăн пӗрлешӳллӗ ирӗкӗ — пысăк вăй, пирӗн пӗрлехи çирӗплӗхӗн кăтартăвӗ, Раççей шăпине паянхи тата ыранхи ăрусемшӗн те эпир хамăр палăртатпăр. Эсир, Раççей гражданӗсем, çӗршыв тӗрӗс çулпа пынине çирӗплетсе патăр. Ку çăмăл мар тӗрӗслевпе куçа-куçăн пулнă чух уйрăмах пӗлтерӗшлӗ. Шанатăп, çак йывăр тапхăра эпир тивӗçлӗ чăтса ирттерӗпӗр, хамăрăн малашлăхлă плансене, масштаблă проектсене пурнăçласа тата та вăйлăрах пулăпăр. Чи кирли — хамăр халăха упраса хăварасси. Шанатăп, ӗмӗрхи çемье хаклăхӗсене, йăлисене упраса хăварни малашне те обществăлла тата тӗн пӗрлешӗвӗсене, политика партийӗсене, мӗнпур шайри влаçа пӗрлештерсе тăрӗ», — терӗ инаугураци церемонине хутшăннисен умӗнче Владимир Путин. 

Малалла РФ Президенчӗ Раççей гражданӗсен пурнăç шайне лайăхлатасси, ăна хăрушсăрлăхпа тивӗçтересси, çӗршывăн аталану çулӗ пирки калаçрӗ. 
Каярах РФ Президенчӗ, Аслă Главнокомандующи Владимир Путин Собор тӳремӗнче РФ Президент полкӗпе тӗл пулчӗ, вӗсене йӗркеленнӗренпе 88 çул çитнӗ ятпа саламларӗ. 

Унтан Кремльти Благовещени соборӗнче Мускав тата Пӗтӗм Руç Патриархӗ Кирилл ятарлă кӗлӗ ирттерсе Владимир Путина РФ Президенчӗн должноçне кӗнипе саламласа патриарх пилне пачӗ.

Сăнӳкерчӗксем kremlin.ru сайтран тата тӳрӗ эфир скриншочӗсем. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Политика