Сувар

г. Казань

16+
Тӗп хыпар

Халăхсен хутшăнăвӗсенче Тутарстанăн витӗмӗ пысăк

Тутарстанăн Патшалăх Канашӗн Председателӗ Фарид Мухаметшин палăртнă тăрăх, Раççей регионӗсен халăхсен хушшинчи хутшăнăвӗсем патшалăхшăн çав тери пӗлтерӗшлӗ. Патшалăхсен хутшăнăвӗсене вӗсем конкретлă ӗçсемпе çирӗплетеççӗ, халăх хуçалăхӗн конкурентлă, инновацилле отраслӗсене аталанма пулăшаççӗ. Тӗслӗхе Тутарстана илчӗ.

Тӗнче политики тӗпрен улшăннă лару-тăрура, нумай полярлă тӗнчен çӗнӗ системинче Раççей регионӗсен халăхсен хушшинчи ӗçӗн пӗлтерӗшӗ ӳссе пырать. Федераци субъекчӗсен регионсен хушшинчи çыхăнăвӗсем çӗршывăн тулашри политикинче пысăк вырăн йышăнаççӗ. Çапла тенӗ Санкт-Петербургри ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗ, Раççейӗн Закон кăларакансен халăхсен хушшинчи хутшăнăвӗсен Канашӗн комиссийӗн председателӗ Фарид Мухаметшин.

Ларăва уçнă май Фарид Мухаметшин паянхи кăткăс лару-тăрура Комисси субъектсен тулашри экономикăпа халăхсен хушшинчи гуманитарилле çыхăнăвӗсен ăнăçлă практикисен опытне тишкерессипе ӗçе малалла тăснине пӗлтерчӗ. «Эпир халӗ тӗрлӗ патшалăхсемпе регионсен, муниципалитетсен шайӗнче ӗçлессине вăйлатрăмăр. Ку вăхăтра Раççейшӗн ытти çӗршывсемпе хутшăнусен характерне палăртасси, политикăри хирӗçтăрусен никӗсӗнчи проблемăсене татса парасси чи кирли пулнине лайăх ăнланатпăр. Халăхсен хушшинчи тата суту-илӳпе экономика çыхăнăвӗсене аталантарассипе регионсен опытне тишкересси питӗ кирлӗ», – терӗ Фарид Мухаметшин.  

Парламент пуçлăхӗ палăртнă тăрăх, Раççей регионӗсен халăхсен хушшинчи хутшăнăвӗсем патшалăхшăн çав тери пӗлтерӗшлӗ. Патшалăхсен хутшăнăвӗсене вӗсем конкретлă ӗçсемпе çирӗплетеççӗ, халăх хуçалăхӗн конкурентлă, инновацилле отраслӗсене аталанма пулăшаççӗ. Тӗслӗхе Тутарстана илчӗ. «1990 çулсенче шăпах Тутарстан регион шайӗнче халăхсен хутшăнăвӗсене аталантармалли пирки каларӗ. Мӗншӗн тесен уçă экономикăра малашлăхлă ӳсӗм регионсем хăйсем тӗллӗн ытти çӗршывсемпе суту-илӗве, информаципе культура ылмашăнăвӗсене хутшăннипе çыхăнннă. Паянхи кун Тутарстан 150 яхăн патшалăхпа тӗрлӗ çыхăнура тăрать. Нумай ӗç «Раççей – Ислам тӗнчи» стратегилле курăм ушкăнӗн форматӗнче пурнăçланса пырать. Ку ӗçӗн шайне кăтартаканни – «КазанФорум» экономика форумӗ. Сăмах май, пӗлтӗр унта Раççейӗн 87 субъекчӗпе 87 çӗршывран 20 пин ытла çын хутшăннă. Тутарстан опычӗпе малалла паллаштарнă май Фарид Мухаметшин Раççейпе Китай хутшăнăвӗсен «Ростки» форума, БРИКС саммитне аса илчӗ.  

Парламент пуçлăхӗ палăртнă тăрăх, Тутарстан патшалăхсен шайӗнчи политикăлла çыхăнусен потенциалӗпе усă курса ытти çӗршывсемпе суту-илӗве аталантарма, туса илнӗ продукцие тулашри рынока кăларма, хутшăнусен географине анлăлатма тăрăшать. Ун шучӗпе, ку паллах, Раççейӗн тулашри хутшăнăвӗсене пысăк тӳпе кӗртет. Хусанта Казахстан, Кăркăсстан, Туркменистан, Узбекистан, Венгри, Иран, Китай, Турци çӗршывӗсен генеральнăй консульствисем пуррине та асăннă вăл. Тутарстанăн хăйӗн те çывăхри тата инçетри ют çӗршывсенче полномичилле представительствисем пур. Фарид Мухаметшин сăмахӗпе, Тутарстана тӗнчере шанчăклă партнер пек пӗлеççӗ. Инвестици климачӗпе Наци рейтингӗнче республика топ-3 шутӗнче.  

Патшалăх Думин Физкультурăпа спорт комитечӗн председателӗ Олег Матыцин палăртнă тăрăх, халăхсен хутшăнăвӗсене çирӗплетессинче спорт та пысăк вырăн йышăнать. Çавна май вăл БРИКС çӗршывӗсемпе спорт аренинче уйрăм программăпа ӗçлемеллине тата политикăри нумай ыйтăва татса панă чух спорт дипломатийӗпе анлăрах усă курмаллине палăртрӗ.  

Ларăва пӗтӗмлетсе спикерсем халăхсен хутшăнăвӗсен аренинче, гуманитарилле ыйтусенче, культура çыхăнăвӗсенче Раççей субъекчӗсен пӗлтерӗшӗ ӳснине палăртнă. Çак ӗçӗн кăтартăвӗсем пӗчӗк мар. Раççей Правительстви, РФ Ют çӗршывсен ӗçӗсемпе министерстви, РФ суту-илӳпе промышленность министерстви ертсе пынипе ку ӗçсем малалла та аталанса пырӗç.

Ирина ТРИФОНОВА.      

Сăнӳкерчӗксем https://gossov.tatarstan.ru сайтран. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Государственный Совет